Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш «Пушкинӗ»

(Вера Александрова). Александр Савельев-Саса чăваш тӗнчинче пӗлмен çын çуках пуль. Калем ăстин хайлавӗсем Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналта та, ытти регионсенчи пичет кăларăмӗсенче те тăтăшах пичетленсе тăраççӗ. Пултаруллă çыравçă хăй ӗмӗрӗпех тăван ялӗнче - Пушкăртстанри Авăркас районӗнчи Юламанта пурăнать. А.Савельев-Сас - РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, РСФСР халăх çутӗçӗн отличникӗ, М.Трубина, Ф.Карим...

(Вера Александрова). Александр Савельев-Саса чăваш тӗнчинче пӗлмен çын çуках пуль. Калем ăстин хайлавӗсем Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналта та, ытти регионсенчи пичет кăларăмӗсенче те тăтăшах пичетленсе тăраççӗ. Пултаруллă çыравçă хăй ӗмӗрӗпех тăван ялӗнче - Пушкăртстанри Авăркас районӗнчи Юламанта пурăнать. А.Савельев-Сас - РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, РСФСР халăх çутӗçӗн отличникӗ, М.Трубина, Ф.Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ. «Автан çиетпӗр арăмпа» (1973), «Кам пысăкрах?» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Чӗн йӗвен» (1987), «Кашкăр сукмакӗ» (1987), «Шăнкăравлă пӗкӗ» (1992), «Хӗвеле пуç тайса» (2007), «Чуппа» (2008), «Кучченеç» (2009), «Салтак сăмахӗ» (2010), «Пӗр каçлăх арăм» (2012), «Улăхри юрă» (2013), «Нештатная жена» (2015), «Тăван кил, тăван ял» (2016), «Сурпанлă сурăх» (2017) кӗнекесен авторӗ.

Авăн уйăхӗн вӗçӗнче Александр Сергеевич 85 çулхи юбилейне паллă турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев