Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăвашла çыр та грант ил

Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн кăçал кама грант парса пулăшасси çинчен калакан хушăва Чăваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗнер алă пуснă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçат сайчӗ. Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чӗмпӗр облаçӗнчи 17 автор 21 ӗçпе хутшăннă иккен. «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен...

Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн кăçал кама грант парса пулăшасси çинчен калакан хушăва Чăваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗнер алă пуснă, тесе пӗлтерет «Хыпар» хаçат сайчӗ.

Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чӗмпӗр облаçӗнчи 17 автор 21 ӗçпе хутшăннă иккен. «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире «Канаш» хаçат редакторӗн Николай Ларионовăн «Шураçка» калавсен пуххине чи лайăххи тесе палăртнă. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире «Чăваш Ен» телерадиокомпанин информаци программисен службин ертӳçин, редакторӗн Марина Карягинăн «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсен пуххи тата «Аслă классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире «Халăх шкулӗ - Народная школа» журнал редакторӗн Римма Прокопьевăн «Сар хӗвел хӗрелсен» документлă повеçӗ çӗнтернӗ. Марина Карягинăпа Римма Прокопьева 75-шер пин тенкӗ гранта тивӗçнӗ, Николай Ларионов вара 50 пин тенке. Саламлатпăр!

Аса илтеретпӗр, ача-пăча тата çамрăксем валли çырнă кӗнекесемшӗн гранта ЧР Министрсен Кабинечӗн 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче тухнă постановленийӗпе килӗшӳллӗн, кашни çул параççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев