Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăвашлăх тумра кăна-ши?

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Гладков микрорайонӗнче 1-мӗш номерлӗ шкул уҫӑлнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Çак микрорайонта пурăнакан ачасем ытти çулсенче хулари 10 тата 24-мӗш шкулсене ҫӳренӗ-мӗн. 960 ача (вӗсенчен 213-шӗ пӗрремӗш класа килнисем) халӗ вӗр-çӗнӗ шкулта вӗренеççӗ. «21-мӗш ӗмӗрти шкула хальхи пурнӑҫ ыйтнипе тивӗҫтермелле йӗркеленӗ: бассейнӗ те пур унта, баскетболпа...

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Гладков микрорайонӗнче 1-мӗш номерлӗ шкул уҫӑлнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Çак микрорайонта пурăнакан ачасем ытти çулсенче хулари 10 тата 24-мӗш шкулсене ҫӳренӗ-мӗн. 960 ача (вӗсенчен 213-шӗ пӗрремӗш класа килнисем) халӗ вӗр-çӗнӗ шкулта вӗренеççӗ.

«21-мӗш ӗмӗрти шкула хальхи пурнӑҫ ыйтнипе тивӗҫтермелле йӗркеленӗ: бассейнӗ те пур унта, баскетболпа волейбол лапамӗсем те, хореографи класӗпе мастерскойсем», - пӗлтерет сайт. Шел, çӗнӗ шкулта пурнăç ыйтнă пек тăван чӗлхе пӳлӗмӗсем пуррипе çуккине асăнмасть сайт. Çапах та пӗрремӗш шӑнкӑрав пама хутшӑннӑ икӗ каччӑран пӗри тӗрӗллӗ чăваш кӗпипе пулни çине пусăм тăвать.

Кама мӗнле пулӗ те, ман шутпа ку пӗрре те мухтанмалли сăлтав мар. Ваттисем калашле, япалан майӗ пулмалла-çке-ха. Ăçта кăна çук паян чăваш тӗрри: арçынсен шăлавар пӗççи çинче, пуçлăхсен галстукӗ çинче... Халӗ тата ак, пӗрремӗш шăнкăрава та çитрӗ. Камăн пуçне кӗрет-ши чăваш тумне циркри клоун тумӗн шайне антарса лартма?! Çӗр çинчи кашни халăхăн наци тумӗ пур, апла пулин те ăна чăвашсем пек пӗри те тӗлли-паллисӗр усă курмасть. Шкулта чăвашлăх вӗрентӳре кӗрлемелле, ачасен пӗлӗвӗнче курăнмалла, вуçех те вырăнсăр тăхăннă тумра мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев