Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăвашсем Мускавра пикета тухнă

Мускавра пурăнакан, тăван чӗлхешӗн çунакан Владимир Болгарский çак кунсенче чăваш чӗлхине хӳтӗлесе Мускавра Патшалăх Думи умне пикета тухнă, тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ». Унпа пӗр шухăшлă пулса пикета Валерий Сунгуров та пикета хутшăннă-мӗн. «Манăн пăлхар-чăваш чӗлхи 2000 çултан аслăрах. Хальхи вăхăтра вăл пысăк йывăрлăха кӗрсе ӳкрӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма...

Мускавра пурăнакан, тăван чӗлхешӗн çунакан Владимир Болгарский çак кунсенче чăваш чӗлхине хӳтӗлесе Мускавра Патшалăх Думи умне пикета тухнă, тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ». Унпа пӗр шухăшлă пулса пикета Валерий Сунгуров та пикета хутшăннă-мӗн.

«Манăн пăлхар-чăваш чӗлхи 2000 çултан аслăрах. Хальхи вăхăтра вăл пысăк йывăрлăха кӗрсе ӳкрӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма пӗр пек условисем туса пама ыйтатăп. Тăван чӗлхене вӗрентме ашшӗ-амăшӗсенчен ирӗк ыйтаççӗ, ют чӗлхешӗн вара çук - мӗншӗн?» - тесе çырнă ентешӗмӗр хăйӗн плакачӗ çине. Сунгуровăн плакачӗ çине вара: «Европăн чӗлхесем çинчен калакан хартине ратификацилеме ыйтатăп»,- тенӗ.

Чăваш хастарӗсем Патшалăх Думи умӗнче 9 сехетрен пуçласа 11 сехетчен тăнă пулсан та, вӗсем патне ФСО хуралçи кăна пынă, вăл та пулсан документсене тӗрӗслеме кăна.

«Патшалăх Думин тӗп алăкӗ патне пыраймарăмăр. Унти вырăна пирӗн умӗн тепӗр пикетчик (ирӗклӗ сунаршăн) йышăннăччӗ. Çавăнпа 50 метр аякрах тăма тиврӗ»,- тенӗ Владимир Болгарский хăй кун пирки.

Чăваш хастарӗсем мӗн каласшăн пулнине Патшалăх Думи сиссе юлнă-ши хуть (шута илни пирки каламалли те çук)? Кăна калама хӗн, унсăрăн кам та пулсан пикетчиксем патне тухнă пулӗччӗ. Тепӗр тесен, тăван чӗлхешӗн чунӗ ыратакан çынсем пуррине çапла майпа кăтартни те лайăх. Эппин, çăвара шыв сыпса тăракан халăхах мар-ха эпир. (Сăнӳкерчӗк чăваш халăх сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев