Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăвашсен тӗп университечӗ ӗнер 50 тултарчӗ!

Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ ӗнер, августăн 17-мӗшӗнче, 50 çул тултарчӗ. Сăмах май, вăл Раççейри чи çамрăк университетсенчен пӗри. СССР Министрсен Канашӗн 1967 çулхи августăн 17-мӗшӗнчи постановленийӗпе ăна Мускаври энергетика институчӗн Атăлçи филиалӗн никӗсӗнче йӗркеленӗ. Пӗрремӗш ректорӗ техника наукисен докторӗ С.Ф. Сайкин профессор пулнă. Çӗнӗ университет ӗçе 7...

Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ ӗнер, августăн 17-мӗшӗнче, 50 çул тултарчӗ. Сăмах май, вăл Раççейри чи çамрăк университетсенчен пӗри. СССР Министрсен Канашӗн 1967 çулхи августăн 17-мӗшӗнчи постановленийӗпе ăна Мускаври энергетика институчӗн Атăлçи филиалӗн никӗсӗнче йӗркеленӗ. Пӗрремӗш ректорӗ техника наукисен докторӗ С.Ф. Сайкин профессор пулнă.

Çӗнӗ университет ӗçе 7 факультетран (5,1 пин ытла студент) пуçланă пулсан, паянхи кун унта пурӗ 16 факультет, пӗтӗмпе 17 пин студент вӗренет. Кунсăр пуçне 15 факультетра 44 çӗршывран (Ази, Африка, Латин Америки, Европа, СНГ çӗршывӗсем) 1000 студент пӗлӳ пухать.

50 çул хушшинче ЧПУ аслă пӗлӳллӗ 113 000 специалист хатӗрленӗ.

«Сирӗн аслă шкулăр палăрса тăракан, эффективлă, пысăк шайри специалистсем хатӗрлекен аслă шкулсен йышӗнче»,- тесе хакланă чăвашсен тӗп университетне РФ Президенчӗ В.Путин. Юбилейпе сана, тăван университет!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев