Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Черет ача сачӗсене çитнӗ

Ку çулта Тутарстанра 146 вӗрентӳ учрежденине тӗпрен юсама палăртнă. Çав шутра 29-шӗ муниципаллă, 7-шӗ коррекцилле шкулсем, 110-шӗ ача сачӗсем. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пынă республика канашлăвӗнче ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин пӗлтернӗ. Ачасен сывлăхне çирӗплетмелли лагерьсен строительствипе тӗпрен юсассин республика программипе...

Ку çулта Тутарстанра 146 вӗрентӳ учрежденине тӗпрен юсама палăртнă. Çав шутра 29-шӗ муниципаллă, 7-шӗ коррекцилле шкулсем, 110-шӗ ача сачӗсем. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пынă республика канашлăвӗнче ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин пӗлтернӗ.
Ачасен сывлăхне çирӗплетмелли лагерьсен строительствипе тӗпрен юсассин республика программипе килӗшӳллӗн, 2017 çула 11 объект çирӗплетнӗ. Çавсенчен тăваттăшне тӗпрен юсаççӗ, виççӗшне реконструкцилеççӗ, юлнă тăваттăшӗ çӗннисем пулаççӗ. Çул çитменнисен клубӗсене (пурӗ 29 объект) тата культура учрежденийӗсене те (44) тӗпрен юсама палăртнă, пӗлтерет ТР Президенчӗн пресс-служби. Унсăр пуçне планра 120 çӗнӗ спорт площадки, 11 йӗлтӗр бази пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев