Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чӗмпӗр чăвашӗсем вернисаж уçаççӗ

Февралӗн 23-мӗшне халалланă уявсем вăраха тăсăлчӗç. Çак кунсенче пӗрисем хăна тăрăх çӳреççӗ, хăшӗ-пӗри ӗçкӗрен тухаймасăр аптăрать, кам-тăр сунара-пулла каять, ывăнни - çывăрса тăранать... сайра çын искусствăна çывăхланас тесе тăршать пулӗ. Февралӗн 21-мӗшӗнче Ульяновскри 64& вăтам шкулăн акт залӗнче Николай КОндрашкин скульптор-монументалистăнТăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалланă курав уçăлчӗ. Вернисажра вăрçă паттăрӗсене,...

Февралӗн 23-мӗшне халалланă уявсем вăраха тăсăлчӗç. Çак кунсенче пӗрисем хăна тăрăх çӳреççӗ, хăшӗ-пӗри ӗçкӗрен тухаймасăр аптăрать, кам-тăр сунара-пулла каять, ывăнни - çывăрса тăранать... сайра çын искусствăна çывăхланас тесе тăршать пулӗ.
Февралӗн 21-мӗшӗнче Ульяновскри 64& вăтам шкулăн акт залӗнче Николай КОндрашкин скульптор-монументалистăнТăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалланă курав уçăлчӗ. Вернисажра вăрçă паттăрӗсене, паллă ăсчахсене, поэтсене халалласа лартнă палăксен ретроспективисене тăратнă. Ытти ӗçсен хушшинче Н.И.Ашмарин, Н.Я.Бичурин бюсчӗсем те пурччӗ.

Патриотла проектсен авторне çак курав уçăлнипе чăваш лидерӗсем О.Мустаев, А.Мордовкин тата ыттисем саламланă.
Курав вăхăчӗ кӗске - вăл пӗр эрне çеç тăсăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев