Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«Çӗнӗ Шупашкар» ишеве тухать

Балти флотӗнче çитес вăхăтра тепӗр тральщик Чăваш Ен хулин ятне илессине пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Балти флочӗн командующийӗ Александр Носатов «БТ-212» база тральщикӗн ятне улӑштарса «Çӗнӗ Шупашкар» ят парасси пирки документа октябрӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ иккен. Сăмах май, ку тральщик 49 метр çӳллӗш, Балти флочӗн йышне 1991 ҫулта кӗнӗ. Балти...

Балти флотӗнче çитес вăхăтра тепӗр тральщик Чăваш Ен хулин ятне илессине пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Балти флочӗн командующийӗ Александр Носатов «БТ-212» база тральщикӗн ятне улӑштарса «Çӗнӗ Шупашкар» ят парасси пирки документа октябрӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ иккен. Сăмах май, ку тральщик 49 метр çӳллӗш, Балти флочӗн йышне 1991 ҫулта кӗнӗ.

Балти флочӗ Чăваш Ене питӗ кăмăллать пулмалла, çакă унăн командующийӗн йăх-несӗл тымарӗсем ку тăрăхран мар-ши текен шухăш та çуратать. Мӗншӗн тесен флотра «Чăваш Ен» тата «Шупашкар» ракета катерӗсем пурччӗ ӗнтӗ. (Сăнӳкерчӗк чăваш халăх сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев