Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Эрнелӗх гороскоп 08.05 – 14.05

ТАКА 21.III - 20.IV Йышăнусем тума пӗлни, йывăрлăхсем умӗнче чарăнманни ку эрнере çав тери кирлӗ пулать. Ӗçлӗ калаçусенче компромисс тупма пӗлни нумай усă кӳрӗ. Командировкăсем, тӗлпулусем, пысăк çынсемпе паллашусем самай. Канмаллисене çемьепе ирттерме тăрăшăр - тăванăрсем ывăнса çитнӗ, вӗсене сирӗн тимлӗх кирлӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере ниме пăхмасăр...

ТАКА 21.III - 20.IV

Йышăнусем тума пӗлни, йывăрлăхсем умӗнче чарăнманни ку эрнере çав тери кирлӗ пулать. Ӗçлӗ калаçусенче компромисс тупма пӗлни нумай усă кӳрӗ. Командировкăсем, тӗлпулусем, пысăк çынсемпе паллашусем самай. Канмаллисене çемьепе ирттерме тăрăшăр - тăванăрсем ывăнса çитнӗ, вӗсене сирӗн тимлӗх кирлӗ.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Ку эрнере ниме пăхмасăр тӗллев патне утатăр, çапах хăш чухне чарăнса шутласа илсен те пăсмӗ. Ӗçтешӗрсемпе вашават пулăр, вӗсен хушшинче хăвăрпа пӗр шухăшлисем пур. Укçа-тенкӗ çителӗклӗ, ӗмӗтленнӗ пысăк япалана туянма та çитет. Мăшăрпа е савнипе санаторие канма кайни усăллă пулӗ.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Лайăх, çапах та канăçсăр эрне. Пуçлăх ӗçченлӗхӗре кура хушусем парса тултарӗ. Ӗçтешӗрсене явăçтарсан йăлт ӗлкӗретӗр. Ӗçлӗ калаçусем, тӗлпулусем, сделкăсем çав тери нумай. Юратнă çын, çемье пирки тата пурнăç пӗчӗк савăнăçсенчен тăни çинчен манса ан кайăр.

 

РАК 22.VI - 22.VII

Ку эрнере çынсемпе çăмăллăн хутшăнатăр. Илӗртӳлӗхпе усă курса усăллă çыхăнусем йӗркелеме тăрăшăр. Тӗллевсем лартăр, плансем тăвăр, çемьепе тăвансене пăхма ан манăр, вӗсем сире тунсăхланă, уйрăмах ачасем е кӗçӗн шăллăр-йăмăкăрсем. Юратнă çын тӗлӗнтерме пăрахмӗ.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Шăпана кӳренмесен ку эрнере çитӗ­нӳсем тума пултаратăр. Ӗçри ыйтусене татса панă чух е килӗшӳ çирӗплетнӗ чух пуçаруллăрах пулмалла. Тӗллев патне лăпкăн утăр. Харпăр пурнăçра ырă кӗтменлӗхсем пулаççӗ. Юратнă çыннăра пӗр-пӗр уяв йӗркелесе савăнтарма тăрăшăр.

 

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Шăпа парнелекен шанăçпа усă курма тăрăшăр. Ӗçлесе тупăш илме пултаратăр, авторитетлă çынпа паллашатăр. Ӗçре те, харпăр хутшăнусенче те уçă пулăр. Канмаллисене тăвансемпе, çемьепе ирттерӗр. Юратнă çынпа хирӗçнӗ пулсан эрне вӗçне килӗштеретӗр.

 

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Лăпкă эрне, анчах пуçлăх ӗç парса тултарӗ, ытлашши ӗçшӗн уйрăммăн тӳлемелли пирки аса илтерме ан манăр. Ку кунсенче ют чӗлхене вӗренни çăмăллăн пырӗ. Укçа-тенкӗпе асăрхануллă пулăр. Юратуллă хутшăнусем кичемленчӗç пулсан, мӗн те пулин шутласа кăларса çӗнетме тăрăшăр.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Пуçтарăнса кайнă ыйтусене татса пама, творчествăлла плансене пурнăçа кӗртме вăхăт çитнӗ, наянланмасан йăлт пурнăçлатăр. Оратор пултарулăхӗ пуррисем ăнăçлă сделкăсем тăвӗç. Характера кăтартмасан юратуллă хутшăнусем çӗнӗлӗхпе савăнтарӗç. Тăванăрсене ан критиклӗр, вӗсене тимлӗх уйăрма тăрăшăр.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ăнăçуллă самантсем нумай пулӗç, фортуна пулăшăвӗпе усă курма тăрăшăр. Пӗччен ӗçлени тухăçлăрах пулӗ. Пӗр-пӗр хирӗçӗве сӗтӗрсе кӗме хăтлансан та айккинче тăрăр. Юрату фронтӗнче йăлт лайăх, паллашма ан вăтанăр. Канмаллисенче кил-çурта тирпейлесе ирттерни кăмăла кайӗ.

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Ку эрне улшăнусемсӗр. Ӗçре йывăрлăхсем пулсан та çăмăллăнах вӗсене татса паратăр. Компаньонсемпе хăюллăрах пулăр, шухăшăрсене уççăн пӗлтерӗр. Пысăк укçа ӗçлесе илме шанăç пур. Эрне вӗçӗнче мыскараллă лару-тăрусем илӗртеççӗ, мӗнех, канма та ирӗк пур.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Çăлтăрсем эрне ырă пуласса систереççӗ, паттăрлăх кăтартмалăх та вăй-хал пур. Хăш-пӗрисем творчествăри пултарулăха кăтартма пултарӗç. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем тинех вырăнтан тапранаççӗ, харпăр бизнес йӗркелесси пирки шухăш çуралӗ. Авторитетлă çынсемпе канашласа пăхăр, канмаллисене юратнă çынпа ирттерӗр.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрнере тӳлевсӗр сыр пирки час-час аса илме тивӗ. Хитре куçсемшӗн ылтăн ту пама хатӗррисене ан шанăр. Ӗçсем капла та япăх мар, пуçлăх алă çинче йăтса çӳреме хатӗр. Ӗçлени савăнăçпа киленӳ кӳрӗ - ывăннине те пӗлместӗр. Çак хушăра юлташсем тарăхаççӗ, тăвансем кутăнлашаççӗ, савнийӗр çилленет. Пурне те хăвăрпа пӗрле канма илӗр - каçарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев