Этем грипӗ хӗлле, кайăк грипӗ – çуркунне
Вӗçмен кайăка вӗçен кайăк грипӗ мӗнле ерет? ТР Президенчӗн Минниханов указӗпе кайăк грипне кура республикăри уйрăм районсенче карантин кӗртнӗ тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агенстви. Чире пӳлме пулăшакан мерăсем Нурлат районӗнче вăя кӗни паллă (Нурлатри 45 тата 86 çуртсен кил картипе Чăваш Менчи ял çумӗнчи чăх ферминче). Рыбно-Слободскипе Ютаза районӗнсенчи Шумково...
Вӗçмен кайăка вӗçен кайăк грипӗ мӗнле ерет?
ТР Президенчӗн Минниханов указӗпе кайăк грипне кура республикăри уйрăм районсенче карантин кӗртнӗ тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агенстви.
Чире пӳлме пулăшакан мерăсем Нурлат районӗнче вăя кӗни паллă (Нурлатри 45 тата 86 çуртсен кил картипе Чăваш Менчи ял çумӗнчи чăх ферминче).
Рыбно-Слободскипе Ютаза районӗнсенчи Шумково тата Абсалямово ялӗсенче, Хусанти Дербышки поселокне те карантин кӗртнӗ. Çав мерăсем карантин вӗçленичченех пуласси паллă.
Аса илтеретпӗр, унччен Президент указӗпе Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» кайăк грипӗпе карантина кӗртнӗ пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев