Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Грипп иртмен-ха

Раççейре март уйăхӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа кăна гриппа тата ОРВИпе чирленисен шучӗ 14 процента ӳснӗ, тесе пӗлтерет РИА Новости Роспотребнадзор ертӳçин Анна Попован сăмахӗсем çине таянса. Çакăн пек лару-тăру сахалтан та тата икӗ эрнене тăсăлать иккен-ха. Çаплах В вируслă гриппа чирлекенсем те нумайланнă, вӗсем уйрăмах Калмăк Республикипе Кемерово облаçӗнчи шкул ачисен...

Раççейре март уйăхӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа кăна гриппа тата ОРВИпе чирленисен шучӗ 14 процента ӳснӗ, тесе пӗлтерет РИА Новости Роспотребнадзор ертӳçин Анна Попован сăмахӗсем çине таянса. Çакăн пек лару-тăру сахалтан та тата икӗ эрнене тăсăлать иккен-ха. Çаплах В вируслă гриппа чирлекенсем те нумайланнă, вӗсем уйрăмах Калмăк Республикипе Кемерово облаçӗнчи шкул ачисен хушшинче палăрнă.

Тутарстана илес пулсан, кунта та ОРВИпе чирлекенсем сахал мар. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, мартăн 20-26-мӗшӗсенче кăна республикăра 15523 çын чирленине шута илнӗ. Калас пулать, кусем больницăна пулăшу ыйтса килнисем кăна-ха, чире ура çинчех ирттерекеннисене шута илсен, кăтарту чылай пысăкрах. Апла пулин те эпидемиех теме çук. Çитменнине чирлекенсен шучӗ иртнӗ эрнеринчен 5,6 процента чакнă. Çапах та тухтăрсем тутарстансене асăр­хануллăрах пулма сӗнеççӗ, чи малтан профилактикăна асра тытма. Эппин, алла час-часах супăньпе çума, çанталăка кура тăхăнма тата иммунитета çирӗплетме нумайрах пахча çимӗçпе улма-çырла çиме манар мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев