Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Халăхсен съезчӗ умӗн хăш районсенче чăваш центрӗн председателӗсем улшăнӗç?

Апрелӗн 22-мӗшӗнче Хусанта Тутарстанри халăхсен III съезчӗ пулать. Ăна хатӗрленсе ТР ЧНКАн районсенчи представительствисем отчетпа суйлав Конференцийӗсене ирттереççӗ. Çапла мартăн 17-мӗшӗнче чăвашсен пухăвӗ Тури Услон районӗнче иртет, 20-мӗшӗнче Пăлхарта, 25-мӗшӗнче Çырчаллăра тата Алексеевскинче. Палăртса хăвармалла, Çӗнӗ Шуçăм тата Чистай районӗсенче председательсене çӗнӗрен суйланăранпа икӗ çул иртмен-ха, çавăнпа та вӗсенче отчетпа...

Апрелӗн 22-мӗшӗнче Хусанта Тутарстанри халăхсен III съезчӗ пулать. Ăна хатӗрленсе ТР ЧНКАн районсенчи представительствисем отчетпа суйлав Конференцийӗсене ирттереççӗ. Çапла мартăн 17-мӗшӗнче чăвашсен пухăвӗ Тури Услон районӗнче иртет, 20-мӗшӗнче Пăлхарта, 25-мӗшӗнче Çырчаллăра тата Алексеевскинче.
Палăртса хăвармалла, Çӗнӗ Шуçăм тата Чистай районӗсенче председательсене çӗнӗрен суйланăранпа икӗ çул иртмен-ха, çавăнпа та вӗсенче отчетпа суйлав пухăвӗсем пулмӗç. Ытти районсем вара 22-мӗшӗччен конференцисем ирттерме хатӗрленеççӗ. Çапла Лениногорски районӗнче пухăва апрелӗн 17-мӗшӗнче ирттерме палăртнă. Çакна та каласа хăвармалла, Чăваш наципе культура центрӗсене 27 районра уçăлнă, тесе мухтанаççӗ пуçлăхсем. Анчах та вӗсенчен пурте пӗр пек хăватпа ӗçлемеççӗ. Сăмахран, Елабугăри, Апасри, Заинскри, Çӳльтури, Лайăшри, Çарăмсан районӗнчи культура центрӗсен ӗçӗ-хӗлӗ пирки юлашки вăхăтра илтмен тесен те тӗрӗс пулать. Паллă ĕнтӗ, ЧНКА Ӗçтăвкомне çакнашкал ӗç-пуç тивӗçтерме пултараймасть. Хăш районта чăваш центрӗн председателӗ улшăннă пирки каярах çырса пӗлтерӗпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев