Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хальлӗхе маршрут – Пăва, Нурлат

Тепре тӗл пуличчен, театр! Çакăн пек шухăшсемпе килелле салантăмăр эпир, Хусан кураканӗсем, ӗнер спектальтен. Паллах, сăмах кунта тепӗр 100 çул çинчен пымасть. К.Иванов ячӗллӗ Чăваш паташалăх академи драма театрӗн директорӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Ю.Владимиров пӗлтернӗ тăрăх, май уйăхӗн вӗçӗнче театр гастрольсене хатӗрленет, çав шутра Тутарстана та килет. Хальлӗхе спектакльпе вӗсем...

Тепре тӗл пуличчен, театр! Çакăн пек шухăшсемпе килелле салантăмăр эпир, Хусан кураканӗсем, ӗнер спектальтен. Паллах, сăмах кунта тепӗр 100 çул çинчен пымасть. К.Иванов ячӗллӗ Чăваш паташалăх академи драма театрӗн директорӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Ю.Владимиров пӗлтернӗ тăрăх, май уйăхӗн вӗçӗнче театр гастрольсене хатӗрленет, çав шутра Тутарстана та килет. Хальлӗхе спектакльпе вӗсем Пăва тата Нурлат тăрăхӗсене килесси паллă, ытти районсемпе те калаçусем пыраççӗ-мӗн.

Хусан пирки калас пулсан вара, гастрольсен темине театр представителӗсемпе тӗл пулсан хускатмасăр пултараймарăмăр. Сăмах май, «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» драмăн билечӗсем хăвăрт саланчӗç. Театр ӗçченӗсене те савăнтарчӗ ку. «Билетсем хăвăрт сутăнса пӗтни питӗ савăнтарчӗ, кун пекки тахçантанпах пулманччӗ. Анчах Хусанти Çамрăксен театрӗн залӗ пӗчӗккӗ, 250 вырăнлăх кăна, енчен те сирӗн пире курма кăмăлăр пулсан, эпир пысăкрах сцена çинче те выляма пултаратпăр, тархасшăн чӗнӗр, эпир яланах хатӗр», - терӗ Н.Сергеева режиссер та. Эпир вара спектакльсене яланах хавас, çавăнпа тепӗр тӗлпулуччен, театр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев