Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хаваспах качча пынă пулăттăм та – ман упăшка пур çав

- Арçынна арăмӗ кӗрӗк туянса пар тесе тарăхтарнинчен ытларах мӗн тарăхтарать? - Арăмӗ кӗрӗк тăхăнса çӳрени. Анчах та кӗрӗкне упăшки туянса паман... *** - Пăрлак çанталăкра шуса ӳкрӗм те пӗр хӗрарăм умне чӗркуççи çине лартăм. Мана вăл алăран тытса тăратрӗ те чӗркуççи çинчи юра аллипе сăтăркаласа тасатрӗ. Унтан вăл çапла...

- Арçынна арăмӗ кӗрӗк туянса пар тесе тарăхтарнинчен ытларах мӗн тарăхтарать?

- Арăмӗ кӗрӗк тăхăнса çӳрени. Анчах та кӗрӗкне упăшки туянса паман...

***

- Пăрлак çанталăкра шуса ӳкрӗм те пӗр хӗрарăм умне чӗркуççи çине лартăм. Мана вăл алăран тытса тăратрӗ те чӗркуççи çинчи юра аллипе сăтăркаласа тасатрӗ. Унтан вăл çапла каларӗ:

- Хаваспах качча пынă пулăттăм та - ман упăшка пур çав.

***

Кӳлӗре пӗр çамрăк кайăк кăвакал тупрăм. Вăл амăшӗсемпе пӗрле ăшă енне вӗçсе каяйман. Питӗ шел. Вӗçенкайăк ăшă енне ăсатма укçа пуçтаратăп. Ăçта çитерсе ярасси сиртен килет. Укçа нумайрах пухăнсан Таиланда çите те леçсе яма пултаратăп. Е Австралиех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев