Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хуппи пур та – тӗшши çук

( Ирина Кузьмина. З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). «Раççей чăваш пики» Пӗтӗм Раççейри пултарулăхпа илем конкурсӗ декабрӗн 2-мӗшӗнче иртрӗ. Ăна ЧР Культура министерстви пулăшнипе кăçал та Чăваш наци конгресӗ йӗркелерӗ. Шупашкарта çиччӗмӗш хут иртнӗ конкурсăн «Раççей чăваш пики» тӗп титулӗшӗн пӗтӗмпе 21 пике тупăшрӗ. Чи пултарулли те хитрисем çаплах Тутарстанпа Пушкăртстан республикисенчен, Самар,...

( Ирина Кузьмина. З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). «Раççей чăваш пики» Пӗтӗм Раççейри пултарулăхпа илем конкурсӗ декабрӗн 2-мӗшӗнче иртрӗ. Ăна ЧР Культура министерстви пулăшнипе кăçал та Чăваш наци конгресӗ йӗркелерӗ. Шупашкарта çиччӗмӗш хут иртнӗ конкурсăн «Раççей чăваш пики» тӗп титулӗшӗн пӗтӗмпе 21 пике тупăшрӗ. Чи пултарулли те хитрисем çаплах Тутарстанпа Пушкăртстан республикисенчен, Самар, Тюмень, Иркутск, Чулхула облаçӗсенчен, Санкт-Петербург хулинчен те килнӗччӗ. Çапах та яланхи пекех чи нумай конкурсант Чăваш Енрен пулчӗ. Тутарстан чысне вара хальхинче Çырчалли хулин чипер те пултаруллă чăваш пики Василина Романова хӳтӗлерӗ.

Тутарстан хăйӗн пикине çак конкурса çуллен тӗнче, Раççей, республика опытне тӗпе хурса хатӗрлет. Пирӗн хамăрăн «Чăваш пики» дирекци те пур. Унăн ертӳçи Сильвия Чаркина нумай çул «Мисс Татарстан» обществăлла организацийӗн ертӳçисенчен пӗри пулса ӗçленӗскер, Тутарстан пикисене Раççейри, ют çӗршыври конкурссене сахал мар хатӗрлесе илсе кайнăран ку конкурс мӗн иккенне, йӗркине лайăх чухлать. Апла пулин те конкурсанткăна пӗччен мар, вăйлă командăпа хатӗрлет. Çавăнпа Тутарстан конкурсанткин хатӗрленӳ шайӗ «Раççей чăваш пикинче» ыттисенчен чылай пысăкраххи кашни çулах палăрать. Кăçал та акă, Василина Романовăна хатӗрлеме ăна «Чӗкеç» ансамбль, ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» пӗрлӗхӗ пулăшрӗ. Василинăна тӗрев пама вара Çырчалли, Хусан хулисенчен 40 яхăн çын ятарласа кайрӗ.

Тата çакна та палăртса хăвармалла, Раççей конкурсне каякан пикене темиçе тапхăрпа суйласси те йăлара пирӗн. Илем конкурсӗ малтан районсенче иртет, унтан республика шайӗнче пулать, республикăра мала тухни кăна Раççей конкурсне кайма тивӗçет. Шăпах çапла майпа Тутарстан чăвашӗсен чысне хӳтӗлеме кăçал Çырчалли пики Василина Романовăна суйласа илнӗ те. Вăл сăн-питрен хитре пулнисӗр пуçне çав тери пултаруллă та. 11-мӗш класра кăна вӗренет пулсан та, Çырчалли чăвашӗсен çамрăкӗсен союзне ертсе пырать, хулари «Чӗкеç» халăх ансамбльне çӳрет, тата музыка шкулне пӗтернӗскер, аккордеонпа ăста калать. Пӗр сăмахпа, Раççей конкурсне тивӗçлӗ конкурсант.

Халӗ «Раççей чăваш пики - 2017» конкурс патне таврăнар-ха. Вăл хăйӗн яланхи йӗркинчен кăçал та пăрăнмарӗ. Конкурсанткăсем хăйсен илемӗпе пултарулăхне пилӗк тӗрлӗ тупăшура кăтартрӗç: хăйсемпе паллаштарчӗç, чăваш историне, культурине, йăли-йӗркесене мӗнле пӗлнине, чăваш апатне пӗçерес тата юрлас-ташлас пултарулăха кăтартрӗç. Çапла вара жюри 21 конкурсантран «Чăваш пики» титула Йӗпреç районӗнчи (Чăваш Ен) Луиза Ильина тивӗçлӗ тесе йышăнчӗ. «Вице Раççей пикине» Комсомольски районӗнчи (Чăваш Ен) Арина Галкинăна суйларӗ. «Ăс пике» номинацире Муркаш районӗнчи (Чăваш Ен) Арина Тихоновăна, «Чи хӳхӗм пике» номинацире Канаш районӗнчи (Чăваш Ен) Марина Матвеевăна, «Чи çепӗç пике» номинацире Хӗрлӗ Чутай районӗнчи (Чăваш Ен) Наталия Соловьевăна, «Куракансем килӗштернӗ пике» номинацире Пушкăртстанри Стерлитамак хӗрне Анастасия Федоровăна çитекен çук тесе палăртрӗ.

Пирӗн Василина та «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» номинацие тивӗçрӗ. Анчах савăнмалла-ши пирӗн, республика тулашӗнчи чăвашсен (сăмах тутарстансем пирки кăна мар), кун пек номицишӗн - калама хӗн. Йӗркелӳçӗсем патне ирӗксӗрех ыйту çуралать: кун пек номинаци шутласа тупса мӗн каласшăн пулнă эсир? Конкурс «Пӗтӗм Раççей» статуспа иртет пулсан та кунта Чăваш Ен пики кăна чăваш, эсир нимӗнле чăваш та мар, эппин «Чăваш пики» титул вăл сирӗн валли мар, вăрăм çула кӗскетсе килнӗшӗн ан макăрăр, мейӗр ятарлă номинаци, йăпанăр та шăп тăрăр тени-и? Конкурсра конкурсант хăш регионтан пулни мар, илемӗ, таланчӗ малта пулмалла мар-им-ха кун пек чух? Нивушлӗ çак конкурсра та чăвашсен хушшине чикӗ лартмалла? Тата тепӗр ыйту та пур, Чăваш Ен хăй çине яваплăх илсе конкурса Пӗтӗм Раççей шайӗнче ирттерет пулсан, мӗн туса çӳрет-ха унта район пики? Малтан регионти чи хитре те пултаруллă пикене суйламалла-çке. Пӗтӗм Раççей конкурсне пӗр регионтан 15 (!) конкурсант хутшăнни вăл - нонсенс! Кун пек шайлă конкурса йышăнакан регионăн виçӗ конкурсанткăран ытла тăратма нихăçан та юраман, унсăрăн вăл Раççей мар, республика шайӗллӗ конкурс кăна пулать.

Сăмах та çук, «Чăваш пикине» ирттересси тăкаклă. Укçа çук-тăк, мӗншӗн-ха çуллен икӗ конкурса пӗр хурана пăрахса пăтă тумалла? Пӗр çулхине «Чăваш Ен пики», тепрехинче «Раççей чăваш пики» ирттерсен тӗрӗсрех пулмасть-и? Регионсенчи конкурсанткăсем республика конкурсӗн шӗвӗ сценарине пуянлатма, мӗн-тӗр çӗннине кӗртме кăна кирлӗ пек пулса тухать-çке капла.

Наци культурине, йăли-йӗркин илемне кăтартакан «Раççей чăваш пики» хуть хăçан та чăваш тӗнчин çулталăк конкурсӗ пулнă. Çавăнпа кашнинче унран асра юлакан вăйлă шоу кӗтетпӗр. Шел те, конкурс Мускавран Шупашкара куçнăранпа ку ӗмӗт кашнинчех супăнь хăмпинчен те хăвăртрах сӳнет. Мӗншӗн тесен куракан унтан канса та хавхаланса мар, ывăнса та, йăлăхса таврăнать. Мӗншӗн тесен ку конкурсшăн «регламент» ăнлав пачах та çук. Çавăнпа вăл кашнинче 6-7-шер сехетех тăсăлса каять. Çавна пулах куракан кăна мар, жюри те çывăрса каять. Тăвай пики Татьяна Соколова çирӗплетнӗ тăрăх, кăçал пӗр пайташӗ ав чăнах та çывăрнă-мӗн. Конкурсантсене мӗнле хакланă çак çын - паллă мар. Жюри тенӗрен, унăн компетентлăхӗ иккӗлентерет. Тӗрӗссипе, пултарулăхпа илем конкурсне хаклама арçын пулни кăна çителӗксӗр-çке, профессионаллă вокалист, хореограф, фольклористпа культуролог пулмалла. Шел те, хальхинче те жюрире кун пеккисем питех курăнмарӗç. Çавăнпа ӗнтӗ конкурсантсем конкурсăн хăш-пӗр пайӗнче, уйрăмах пултарулăх номерӗнче, мӗн каласшăн пулнине вӗсенчен нумайăшӗ ăнланмасăрах юлчӗç пулмалла. Тӗслӗхе, хамăрăн Василина Романовăна кăна илер. Вăл çак пайра хăйӗн пилот пулас ӗмӗтне юрласа, ташласа тата аккордеон каласа кăтартрӗ. Анчах жюри ăнланчӗ-и ăна - иккӗленетӗп, пултарулăхне тивӗçлипех хакларӗ-и - каллех иккӗленетӗп. Тӗрӗссипе, çак пайра Василина пек харăсах ташлас, юрлас тата кӗвӗ инструмечӗпе калас пултарулăха урăх пӗр конкурсант та кăтартаймарӗ вӗт.

Чуна хурлантаракан тепӗр япалана та асăнмасăр хăвараймастăп, мӗншӗн-ха ӗмӗртен тӗплӗ пулнă чăваш юлашки вăхăтра йӳнелсе вакланчӗ, ӗçе çиелтен тума пуçларӗ? Раççей шайӗнчи конкурсăн режиссерӗсемпе сценарисчӗсем те акă, çиччӗмӗш çул ӗнтӗ ăна ял шайӗнчен кăлараймаççӗ. Хăйсене сценарист-режиссерсем теççӗ пулсан нивушлӗ вӗсен кăшт та ăсталăха ӳстермелле мар? Вӗсем çакнашкал конкурса ыттисем мӗнле ирттернине куç хӳрипе те пулсан курнă-ши - иккӗленетӗп. Мӗншӗн тесен япалан майӗ пур тени вӗсем çинчен мар. Унсăрăн сценари хатӗрленӗ чухне программăна эстрада çăлтăрӗсен концертне тата Конгресăн «Чăваш пики » конкурспа пачах та çыхăнман çыннисене ЧР Патшалăх Канашӗн тата ЧР Культура министерствин Тав хучӗсемпе чыслассине кӗртмен пулӗччӗç.

Сасă режиссерӗ пирки те уйрăм калаçу. Те юри, те ăсталăхӗ çитменнипе вăл хальхинче те чылай конкурсанта ура хучӗ. Мӗншӗн тесен сасă аппаратурипе туслă маррине куçкӗретех кăтартрӗ. Вырăнӗ-вырăнӗпе фонограммăна вăхăтра яраймарӗ е кӗввине кирлинчен хытăрах хускатса юрă сăмахӗсене путарса куракан патне çитермерӗ.

Паллах, ку çитменлӗхсем кăçал кăна мар, нумай çул куçах тăрăнаççӗ, анчах та кун çинчен Чăваш Енри пӗр журналист та хальччен асăрхаса çырмарӗ. Вӗсен яланах пӗр юрă - конкурс çулран çул сумлăланса, илемленсе пырать... чаплă ирттеретпӗр...

Юрать-ха, кăçалхи конкурса тишкерекен пӗртен-пӗр журналист Алексей Александров тупăнчӗ. Вăл «ВКонтактери» хăйӗн страницинче критиклеме пултарчӗ. Сăмахӗсене улăштармасăр пичетлетпӗр: «Йĕпреç районĕн чысне хӳтĕленĕ хĕр сцена çинче те сумлă курăнать, сăн-сăпачĕпе те пĕр-пĕр паллă модельрен ирттерет, чăвашла вара шутсăр илемлĕ те çепĕç калаçать. Вăл - тивĕçлĕ. Анчах та «Вице-Раççей чăваш пики» сумлă ята тата хăш-пĕр номинацие илнĕ хĕрсем вырăнсăр пек курăнчĕç.
Сăмахран, «Ăс пике» номинацие мĕне кура пани чăнах та пысăк вăрттăнлăх пулса юлчĕ. Муркаш тăрăхĕнчен çитнĕ хĕр ыйтăвĕ çине аран-аран хуравларĕ, ăс-тăна палăртмалли конкурсра вăл чăвашла калаçма пултарайманни те палăрчĕ. «Хӳхĕм пике» номинацие çĕнсе илнĕ Канаш хĕрĕ те тивĕçлĕ пекех туйăнмарĕ. Миçе хут сцена çине тухса та такăнмасăр, сăмахĕсене манмасăр калаçма пултараймарĕ. Хăйне кирлĕ шайра кăтартма уншăн чăнах та йывăртарах пулчĕ пулмалла, çапах та çакă сумлă номинацие çĕнсе илме кансĕрлемерĕ ăна.
Хĕрлĕ Чутайри «Çепĕç пике» те тĕлĕнтерчĕ. Вăл Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренет, «Юрай чечекĕсем» ансамбле çӳрет. Çак хĕр конкурсра, шел пулин те, хăйне ытлах кăтартаймарĕ, анчах та ансамблĕ еплерех пулнине эпир курма пултартăмăр. «Юрай чечекĕсем» лайăх юрланăранах пачĕç пулĕ çак номинацие, эпĕ ăнланмарăм.
Комсомольски районĕн чысне хӳтĕленĕ «Вице-пике» вара тĕлĕнтерчĕ. Паллах, сцена çинче хăйне тĕплĕн уçса панипе, лайăх кăтартнипе мар, çак сумлă вырăна йышăннипе. Жюри пайташĕсен йышĕнче Чăваш наци конгресĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн председателĕ пулни те хăйĕн тӳпине хыврĕ пулмалла». Çав кун Александровпа пӗрле залра ларнă куракансенчен пуртех мар пулсан та, нумайăшӗ çак йӗркесемпе килӗшеççӗ.

Асăрхăр, шупашкарсемшӗн ӗмӗрхи конкурент шутланакан Тутарстан чăвашӗ мар, Чăваш Ен çынниех çырнă вăл йӗркесене. Эппин, икӗ конкурса пӗрлештерсе пăтта çавăрни мероприятин шайне чакарнисӗр пуçне конкурсантсенчен «массовка» тунине кăна кăтартать. Çапла вара хальлӗхе, шел пулин те, «Раççей чăваш пики» Пӗтӗм Раççей конкурсӗн хуппи пур та - тӗшши çук пулса тухать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев