Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Каçару кунӗ уява çаврăнать

Çăварнине вӗçлекен Каçару ыйтмалли кун пирӗн пурнăçра çирпленсе пыракан пыракан чăн-чăн уява çаврăна пуçларӗ. Вăл Аслă типпе кӗрес умӗнхи православи йăли пулни çинчен пӗлес текенсем те нумаях мар пек туйăнать çак уявпа саламлакансен хушшинче. Однокласснира та, Контактра та ирех çырусем киле пуçларӗç. Интернетри адерссемпе акаунтсем тăрăх каçару ыйтса çырнă открыткăсемпе...

Çăварнине вӗçлекен Каçару ыйтмалли кун пирӗн пурнăçра çирпленсе пыракан пыракан чăн-чăн уява çаврăна пуçларӗ. Вăл Аслă типпе кӗрес умӗнхи православи йăли пулни çинчен пӗлес текенсем те нумаях мар пек туйăнать çак уявпа саламлакансен хушшинче. Однокласснира та, Контактра та ирех çырусем киле пуçларӗç. Интернетри адерссемпе акаунтсем тăрăх каçару ыйтса çырнă открыткăсемпе каллӗ-маллӗ çӳреççӗ. Вырăсла кăна мар, чăвашлисем те сахал мар. Çакнашкал сăвăсен тӗслӗхӗсене çырса кăтартатпăр.

Сиртен ыйтатăп каçару,

Эп хам та каçаратăп.

Телей те сывлăх, юрату
Чун- чĕререн сунатăп.
Пĕлсех, тен, кĕнĕ айăпа,
Тен, ăнсăртран хур тунă.
Ан тытăр çилĕ хăвăрта,
Таса чунра çеç çутă.
е тата
Тен,сивĕрех те пулчĕ пуль сăмахăм,
Е кÿрентертĕм-ши хурланнă чух?
Эс каçарсам мана, тен, хушăнĕ вăй-халăм,
Вара тинех лăпланĕ манăн чун.
"Çак кун каçарăр пĕр-пĕрне", - тени
Кÿренĕве сирме пире вăй патăр.
Усал сăмах, вăрçни те çиленни
Çурхи шывпа юхса кайса çухалтăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев