Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Красноярскри тăван чӗлхе урокӗ

Апрелӗн 23-мӗшӗнче Красноярски тăрăхӗнчи Ӗçпе килешӳ керменӗнче чăваш вӗрентекенӗ, халăх ӗçченӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халласа Чăваш чӗлхи кунне уявланă. Раççейпе Чăваш Енӗн гимнӗсене итленӗ хыççăн, Красноярскри ЧНКА президенчӗ Геннадий Храмов чăваш чӗлхин урокне уçса, И.Я.Яковлев пурнăçланă ӗçсене çутатса панă. Кайран уява хутшăнакансем тăван чӗлхене юптарусем, сăвăсем, юрăсем урлă...

Апрелӗн 23-мӗшӗнче Красноярски тăрăхӗнчи Ӗçпе килешӳ керменӗнче чăваш вӗрентекенӗ, халăх ӗçченӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халласа Чăваш чӗлхи кунне уявланă.
Раççейпе Чăваш Енӗн гимнӗсене итленӗ хыççăн, Красноярскри ЧНКА президенчӗ Геннадий Храмов чăваш чӗлхин урокне уçса, И.Я.Яковлев пурнăçланă ӗçсене çутатса панă. Кайран уява хутшăнакансем тăван чӗлхене юптарусем, сăвăсем, юрăсем урлă вӗреннӗ. Мероприятие чи паллă чăваш юррисемпе, сăнӳкерчӗксемпе видео материалсемпе пуянлятни те вырăнлă пулнă. Урока хутшăнакан хула чăвашӗсемсӗр пуçне чăваш сăмахӗсене вӗренме, юрăсем юрлама хăнасем те хаваспах хутшăннă. Вӗсен шутӗнче ытларах ачасемпе çамрăксем пулнă. Уяв вӗçӗ те кăсăклă иртнӗ. Асра хăварма фотосесси иттернӗ хыççăн мероприятие пуçтарăннисем «Эй юррăм янăра» юрăпа ташша пуçласа янă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев