Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кукри – кукăр хӗç

Мӗн авалтан Кăнтăр Азире, Гималайра вырнаçнă Непал республикинче, кăсăклă халап упранса юлнă, çав халап паян та манăçмасть. Тахçан пӗчӗк çӗршыв çийӗн тӳпере вăхăтран-вăхăт икӗ пуçлă, кăсăклă çунатсемлӗ тӗлӗнмелле хурчка вӗçкеленӗ тет. Унăн çунаттисем çурлана аса илтернӗ, варринелле вӗсем сарăлса пынă, вӗçнелле ансăрланнă имӗш. Халапа ӗненес пулсан, çак вӗçен кайăка курнă...

Мӗн авалтан Кăнтăр Азире, Гималайра вырнаçнă Непал республикинче, кăсăклă халап упранса юлнă, çав халап паян та манăçмасть. Тахçан пӗчӗк çӗршыв çийӗн тӳпере вăхăтран-вăхăт икӗ пуçлă, кăсăклă çунатсемлӗ тӗлӗнмелле хурчка вӗçкеленӗ тет. Унăн çунаттисем çурлана аса илтернӗ, варринелле вӗсем сарăлса пынă, вӗçнелле ансăрланнă имӗш. Халапа ӗненес пулсан, çак вӗçен кайăка курнă çын кайран асамлă хурчка çунаттисене аса илтерекен çӗçӗ ăсталанă иккен.

Сăмах май каласан, çӗçӗ сивӗ кăралăн чи авалхи наци тӗсӗ пулса тăрать. Унпа паян çӗçӗ вырăнне Туçи Непал королевствинче пурăнакансем пурте тенӗ пекех усă кураççӗ. Тӗлӗнмелле пулсан та кукăр çӗçӗн ячӗ чăвашла: кукри теççӗ ăна - кукăр çӗçӗ тени пулать ӗнтӗ.

Кунта хальхи чылай ăсчахсем чăвашсен мăнаслашшӗсем Тибетран тухнине аса илни вырăнлă пулӗ, тесе шутлатăп. Непал та çавăнта. Ку çӗршыв культурăпа этника енӗпе çӗршер халăхпа кастăсенчен тăрать. Кастăсен чиккисем ячӗшӗн çеç, халăх çитмӗл ытла тӗрлӗ чӗлхепе тата диалектсемпе калаçать. Çак чӗлхесем хушшинче темиçе пин çул каялла чăвашсен мăнаслашшӗсем те вырăн тупма пултарнă. Вӗсем кунтан 2-3 пин çул каялла куçса кайнă ахăр.

Тепӗр верси вара: кукăр çӗçӗ Непала Александр Македонский çарӗпе, 2500 çул каялла килсе лекнӗ имӗш. Çавăнтанпа çӗçӗ пӗрре те улшăнман. Македонский çарӗнчех кукăр хӗçсемпе усă курни паллă. Паян та çӗçӗ Непалри гуркх стрелокӗсен çарӗнче кашни салтакпа офицерăнах пур. Унпа тытăçса çапăçнă чухне усă кураççӗ.

Тата тепӗр верси те пур: кукăр çӗçӗ Грецие Африкăран пирӗн эрăччен VI ӗмӗртех килнӗ имӗш. Каярах кукри евӗрӗ Балкана, унтан Вăтам Азие лекнӗ, ятаган евӗрлӗ пулса тăнă.

Паянхи куна чи авалхи кукри XIV-XV ӗмӗрсенчи шутланать, Непалăн наци музейӗнче сыхланать вăл. Музей экспоначӗ ку чухнехи çӗçӗсенчен сахал уйрăлса тăнине палăртмалла кунта. Тата авалрахри тӗслӗхсем, кукри тимӗрӗ пахалăхсăр пулнипе упранайман.

Кукри çӗççи кăйкăр çунатти евӗрлӗ, шал еннелле çивӗчленет. Йывăрлăх центрӗ авăртан çӗçӗ вӗçнелле куçнă, çакă çапнă чухне сулмаклăха чылай хăватлатать.

Кукрине пиçиххинчен çакса çӳреççӗ . Йӗнни унăн йывăç, шыв буйволӗн тирӗпе çавăрса тимӗрпе кăшăлланăскер. Аврине хаклă палисандр йывăççинчен е буйвол мăйракинчен тунă.
Кукри пӗччен кăрал мар. Унпа пӗрле тата икӗ çӗçӗ - карда тата хакма пулмалла. Вӗсем пӗчӗкрех. Карда вак-тӗвек ӗçсем валли, хакма вут чулӗ вырăнне усă курма.
Капитан Хайберских стрелков», «Человек, который хотел быть королем», «Кремень», «Кремень-2: Освобождение».
Хальхи вăхăтра кукри, ӗлӗкхи пекех сивӗ хӗç-пăшал пек Непал çарӗпе полици кăралӗ шутӗнче тăрать. Çавăн пекех Британи çарӗнчи гуркхсен тара тытнă бригадисен салтакӗсенче те пур вăл. Непалăн патшалăх гербӗнче, çавăн пекех Непал салтакӗсен шевронӗсем çинче те кукри ӳкерчӗкне курма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев