Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кун хыççăн кун

Май, 20 Хӗвел: тухать - 3.24, анать - 19.58, кун тăршшӗ - 16.34. Уйăх: тухать - 1.34, анать - 12.19. Пӗтӗм тӗнчери метрологи кунӗ. Атăл кунӗ. Уйăх календарӗпе - 24-мӗш кун. Вăхăта усăллă ирттермелле, туссемпе тӗл пулни те аван. Çак кун çуралнă: Роман Кар­цев (1939), Зоя Лисицына (1952). Май, 21...

 

Май, 20

Хӗвел: тухать - 3.24, анать - 19.58, кун тăршшӗ - 16.34. Уйăх: тухать - 1.34, анать - 12.19.

Пӗтӗм тӗнчери метрологи кунӗ.

Атăл кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 24-мӗш кун. Вăхăта усăллă ирттермелле, туссемпе тӗл пулни те аван.

Çак кун çуралнă: Роман Кар­цев (1939), Зоя Лисицына (1952).

 

Май, 21

Хӗвел: тухать - 3.22, анать - 20.00, кун тăршшӗ - 16.38. Уйăх: тухать - 1.56, анать - 13.37.

Раççейре полярник кунӗ.

Раççейре çар куçаруçин кунӗ.

БТИ ӗçченӗн кунӗ.

Лăпкă тинӗс флочӗн кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 25-мӗш кун. Лару-тăрăва хăвăр конт­рольлесе тăраймастăр пулсан теветкелленме кирлӗ мар.

Çак кун çуралнă: Глеб Пан­филов (1934), Сергей Шойгу (1955).

 

Май, 22

Хӗвел: тухать - 3.20, анать - 20.02, кун тăршшӗ - 16.42. Уйăх: тухать - 2.17, анать - 14.58.

Уйăх календарӗпе - 26-мӗш кун. Хутшăнусене пăсма пултаракан утăм тумалла мар.

Çак кун çуралнă: Татьяна Волосожар (1986).

 

Май, 23

Хӗвел: тухать - 3.19, анать - 20.03, кун тăршшӗ - 16.44. Уйăх: тухать - 2.40, анать - 16.22.

Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Асăрханни, хăвна ху алăра тытни ырă мар лару-тăрăва лекесрен упрӗ.

Çак кун çуралнă: Лидия Фи­липпова (1967).

 

Май, 24

Хӗвел: тухать - 3.17, анать - 20.05, кун тăршшӗ - 16.48. Уйăх: тухать - 3.06, анать - 17.48.

Славян çырулăхӗпе культурин кунӗ.

Раççейре кадровик кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 28-мӗш кун. Тӗллеве пурнăçлас тесен хăравçăлăх туйăмне çӗнтерес пулать.

Çак кун çуралнă: Светлана Тома (1947).

 

Май, 25

Хӗвел: тухать - 3.16, анать - 20.06, кун тăршшӗ - 16.50. Çӗнӗ уйăх (22 сехет те 40 минутран): тухать - 3.36, анать - 19.13.

Халăхсен хушшинчи çухалнă ачасен кунӗ.

Филолог кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 29/1-мӗш кун. Аварисем пулас, ӗçсем пăтранса пӗтес, хирӗçӳсем пу­лас хăрушлăх пур.

Çак кун çуралнă: Александр Калягин (1942), Кристина Ор­бакайте (1971).

 

Май, 26

Хӗвел: тухать - 3.14, анать - 20.08, кун тăршшӗ - 16.54. Уйăх: тухать - 4.13, анать - 20.33.

Раççей предпринима­тель­ствин кунӗ.

Сварщик кунӗ.

Уйăх календарӗпе - 2-мӗш кун. Калаçса килӗшме, ин­фор­маци пухма ăнăçлă кун.

Çак кун çуралнă: Анжелика Варум (1969).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев