Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Мăнкуна хатӗрленетпӗр

Мăнкун Тăпăрча ала витӗр тӳсе кăлармалла. Са­­хăр песокӗпе ху­тăш­тарнă çемçе ус­лам çу, хăйма тата сгущенка хушса ла­йăх пăтратмалла. Ху­тăша нӳрӗ марля хунă ятарлă форма (пасочница) çине тултарса çиелтен пусармалла та пӗр каçлăха сивӗ çӗре лартмалла. Хатӗр мăнкуна форма ăшӗнчен кăларса илемлетмелле. 1 кг тăпăрч, 300 г услам çу, 1 стакан...

Мăнкун

Тăпăрча ала витӗр тӳсе кăлармалла. Са­­хăр песокӗпе ху­тăш­тарнă çемçе ус­лам çу, хăйма тата сгущенка хушса ла­йăх пăтратмалла. Ху­тăша нӳрӗ марля хунă ятарлă форма (пасочница) çине тултарса çиелтен пусармалла та пӗр каçлăха сивӗ çӗре лартмалла. Хатӗр мăнкуна форма ăшӗнчен кăларса илемлетмелле.

1 кг тăпăрч, 300 г услам çу, 1 стакан хăйма, 1 банка пӗçернӗ сгущенка кирлӗ.

Кулич

Çӗпрене ăшă сӗтре ирӗлтермелле, пӗр чӗптӗм сахăр песокӗ тата 1,5 стакан çăнăх хушса лайăх пăтратмалла та ăшă çӗре хăпарма лартмалла. Çăмарта шуррипе саррине уйăрмалла. 6 çăмарта саррине 1 стакан сахăр песокӗ хушса шураличчен лăкамалла. 5 çăмарта шуррине лăкаса кăпăклантармалла. Чуста хăпарсан ун çине çăмарта саррипе çемçе услам çу, унтан çăмарта шурри хушса пăтратмалла. Çăнăх хушса чуста çăрмалла. Ытлашши хытă ан пултăр, алă çумне те ан çыпçăнтăр. Нӳрӗ алшăллипе витсе ăшă çӗре хăпарма лартмалла. Чуста хăпарсан иçӗм çырли тата вӗтетнӗ мăйăр хушса пăтратмалла. Тепӗр хут хăпарасса кӗтмелле. Ятарлă формăсене çу сӗрмелле те виççӗмӗш пайӗ чухлӗ чуста хурса тухмалла. Хăпарсан духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле. Пӗр çăмарта шуррине 1 стакан сахăр песокӗпе лăкамалла, лимон сӗткенӗ хушмалла. Куличе çиелтен сӗрмелле.

2 стакан сӗт, 5 стакан çăнăх, 6 çăмарта, 50 г нӳрӗ çӗпре е 1 чей кашăкӗ типӗ çӗпре, 2 стакан сахăр песокӗ, 200 г услам çу, 1 чей кашăкӗ лимон сӗткенӗ, 100 г иçӗм çырли, 100 г аçтăрхан мăйă­рӗн тӗшши кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев