Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«Маугли» пирӗн чӗлхепе те калаçать

Джозеф Редьярд Киплинг (1865-1936) акăлчан çыравçин ятне илтмен çын çук-тăр. Ачаранпах унăн юмахӗсене вулатпăр, вăл çырнă хайлавсем тăрăх ӳкернӗ илемлӗ фильмсем пăхатпăр. Киплингăн чи паллă произведенийӗ - икӗ кӗнекерен тăракан «Книга джунглей» (1894, 1895), Мауглие шăпах çав хайлав тăрăх пӗлетпӗр те эпир. Кашкăр кӗтӗвне лекнӗ арçын ачан шăпи кашнинех пăшăрхантарнă...

Джозеф Редьярд Киплинг (1865-1936) акăлчан çыравçин ятне илтмен çын çук-тăр. Ачаранпах унăн юмахӗсене вулатпăр, вăл çырнă хайлавсем тăрăх ӳкернӗ илемлӗ фильмсем пăхатпăр. Киплингăн чи паллă произведенийӗ - икӗ кӗнекерен тăракан «Книга джунглей» (1894, 1895), Мауглие шăпах çав хайлав тăрăх пӗлетпӗр те эпир. Кашкăр кӗтӗвне лекнӗ арçын ачан шăпи кашнинех пăшăрхантарнă пулӗ. Джунглири чӗрчунсен пурнăçӗпе те кăсăклансах паллашнă.

Дж.Р. Киплингăн «Мауглине» тӗпе хурса ача-пăча тата пукане театрӗсем сахал мар спектакль лартнă. Сăмахран, Нина Гернет драматург ятарласа инсценировка-юмах çырнă. Ăна чи малтан 1945 çулта С.В.Образцов ячӗллӗ Тӗп академи пукане театрӗ куракан патне çитернӗ. 1979 çулта «Маугли» Чăваш патшалăх пукане театрне те çитнӗ, спектакле вырăсла вылянă.
Чăваш кӗнеке издательстви тимленипе нумаях пулмасть Дж.Р. Киплингăн «Мауглийӗ» 1000 экземплярлă тиражпа (редакторӗ - Ольга Иванова, ӳнерçи - Андрей Фомиряков) чăваш вулаканӗсем патне çит­рӗ. Нина Гернет инсценировкине Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов куçарнă. Савăнмалли сăлтавӗ татах та пур: кӗнекепе пӗрле «Чăваш Ен» патшалăх телевиденипе радиовещани компанийӗн фондӗнче упранакан радиоспектакле çырса илнӗ аудиодиск хурса панă. Эппин, çӗнӗ кăларăмпа паллашакансем Маугли тата унăн çывăх юлташӗсем чăвашла калаçнине итлейӗç.
Андрей Фомиряковăн хăйне евӗрлӗ хӳхӗм ӳкерчӗкӗсем вулакана Çурçӗр джунгли тӗнчине туххăмрах ертсе кӗреççӗ. Кунта этем ачине кăкăр сӗчӗпе ӳстернӗ Ракша кашкăр амипе ырă кăмăллă Балу упана та, харсăр Багира пантерăпа куç пăван Каа питона та, намăссăр, йăлăхтармăш Шакалпа чăрсăр Бандар-Логи упăтисене те тӗл пулатпăр. Чăтлăх вăрмансенчи йывăç-курăкпа Вилӗ хулана та ăста сăнласа панă ӳнерçӗ.
Инсценировка-юмахри ӗç-пуç кашкăр кӗтӗвӗнче ӳссе çитӗннӗ Маугли тавра аталанса пырать. Арçын ача пӗчӗкренех джунгли йӗркисене ăша хывнă. Урăхла май пулман унăн: Шерхан тигр ачан ашшӗне, вăрман касаканскерне, çурса тăкнă. Пепке айккинелле упаленсе тарнипе çеç çăлăнса юлнă, шăтăка кӗрсе пытаннă. Çапла çакланнă та вăл кашкăрсен кӗтӗвне...
Мауглин чи шанчăклă юлташӗсем - Балупа Багира. Вӗсем пулăшнипе ача пур йывăрлăха та парăнтарать, мӗн вӗрентнине хăвăрт астуса юлать. Анчах тепӗр чухне чи çывăх туссем хушшинче те ăнланманлăхпа кӳренӳ сиксе тухать çав. Вара инкеке кӗрсе ӳкесси те часах. Вăхăтра тăснă «пулăшу тяппи» кирлех.
Арçын ачан хаяр тăшманӗ - Шерхан тигр - тӗлӗрмест, кирек мӗнле майпа та ăна тӗп тăвасшăн çунать. Çăткăн чӗр чуна «усăллă» хыпарпа тивӗçтерсе тăракансем, йăлт асăрхаса-йӗрлесе çӳрекенсем пайтах. Этем ывăлӗ Маугли Шерхана çӗнтерме пултарӗ-ши?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев