Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Митта Ваçлейне пӗлетӗн-и?

(Геронтий Никифоров). Митта Ваçлейӗ поэт çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхӗн 5-мӗшӗнче 110 çул çитет. Юбилее халалласа Чăваш наци конгресӗн вӗрентӳ комитечӗ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчӗн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналӗ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачӗ «Сăваплă ят» викторина ирттерет. Литература вăййине Чăваш Ен тата Раççей Федерацийӗн...

(Геронтий Никифоров). Митта Ваçлейӗ поэт çуралнăранпа 2018 çулхи пуш уйăхӗн 5-мӗшӗнче 110 çул çитет. Юбилее халалласа Чăваш наци конгресӗн вӗрентӳ комитечӗ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчӗн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналӗ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачӗ «Сăваплă ят» викторина ирттерет. Литература вăййине Чăваш Ен тата Раççей Федерацийӗн регионӗсенчи шкул ачисем, профессипе техника училищисенче, колледжсемпе техникумсенче вӗренекенсем, аслă шкул студенчӗсем, çамрăксем, учительсемпе библиотека ӗçченӗсем, Митта Ваçлейӗн пултарулăхне юратакансем пурте хутшăнма пултараççӗ.

Викторина хуравӗсене (А4 форматлă хут çине Times New Roman шрифтпа, 12 №-лӗ пысăкăшӗпе, йӗркесем хушшине - 1,5, пур енчен те хӗррисене (поля) 2 см хăварса пичетлемелле) 2018 çулхи февралӗн 28-мӗшӗччен congress21@maill.ru электронлă почтăпа («Митта Ваççлейӗн конкурсне» тесе палăртмалла) ямалла.

Тӗплӗнрех 8(8352) 62-35-61, 62-82-05 телефонсемпе ыйтса пӗлме пулать.

Викторинăна хутшăнакансем хушамата, ята, ашшӗ ятне, ăçта тата миçемӗш класра (курсра) вӗреннине е ӗçленине, шкул е кил адресне чăвашла тата вырăсла çырмалла.

Ыйтусем:

1. Василий Егорович Митта мӗнле кил-йышра ӳссе çитӗннӗ?

2. Литература тӗпчевçисем Митта Ваçлейӗн пултарулăхӗн çулне темиçе тапхăра уйăрса пăхаççӗ. Геннадий Юмарт поэт тӗпчевçӗ Митта Ваçлейӗн пултарулăхӗн çулне миçе тапхăра уйăрнă?

3. 18 çулхи Митта Ваçлейӗ çывăх тусӗ патне янă çырура: «Эпӗ çав ӗçе, чăваш халăхне малалла ярас йӗркене, нихăçан та, хамăр ӗмӗр иртсе каймасăр та пăрахас çук», - тесе каланă. Çамрăк поэт çак тупа сăмахӗсемлӗ çырăва кам патне яма пултарнă?

4. Василий Митта чăваш ялӗсенче пӗрлешӳллӗ хуçалăхсем - колхозсем - йӗркелени çинчен поэма çырнă. Ăна автор 1930 çулта «Сунтал» журналта мӗнле ятпа пичетленӗ? 1932 çулта çав хайлав тепӗр хут урăх ятпа çапăнса тухнă. Поэмăн иккӗмӗш ятне те калăр.

5. «Чăваш çыравçин Митта Ваçлейӗн ырă сăнарне мӗн ӗмӗрӗм тăршшӗнче те манса каймашкăн тивӗçӗм çук. Митта хама пирӗшти пек тӗл пулнă чух мана тӳсме çук йывăрччӗ, кун-çулăм татăлас вӗçнех çитнӗччӗ. Ваçлей мана шăпах выçă вилесрен хăтарчӗ...», - тенӗ культ тапхăрӗнче, Тăван çӗр-шывăн аслă вăрçи вăхăтӗнче Миттапа пӗр лагерьте пулнă пӗр паллă çын. Василий Егоровичăн çынлăхне хакласа калаканăн ятне, вăл хăш халăх çынни пулнине калăр.

6. Культ самани çинчен чăваш çыравçисем чылай çырнă. Вӗсен йышӗнчи пӗр хисеплӗ çыравçă Митта Ваçлейӗн шăпине тӗпе хурса паллă хайлав пичетлесе кăларнă. Унта репресси вăхăтӗнчи лару-тăрăва сăнласа кăтартнă. ӗç-пуç 1937-1947 çулсенче Чăвашра тата Çӗпӗр çӗрӗнче пулса иртет. Хайлав ятне тата авторне калăр.

7. Митта Ваçлейӗ пӗр сăвăра поэзие ырă сунакан виçӗ хăват пуррине каланă. Поэтăн сăвввин ятне тата виçӗ хăват ячӗсене çырăр.

8. Вырăссен аслă поэчӗн Александр Пушкинăн пӗр сăввине Николай Шупуççынни, Аркадий ӗçхӗл, Митта Ваçлейӗ - пурте уйрăммăн куçарнă. Митта Ваçлейӗ куçарнин чăвашла ятне калăр.

9. Шупашкарта тата Чăваш Республикинче Митта Ваçлейӗ ячӗпе çыхăннă вырăнсем, ятсем пур. Вӗсен шучӗ ултта яхăн. Поэт пурăннă тата ун ячӗпе хисепленекен вырăнсене калăр.

10. Василий Егорович Митта 1957 çулхи çӗртме уйăхӗн 10-мӗшӗнче вилнӗ, 12-мӗшӗнче çӗре кӗнӗ. Поэта хăш ял çăвине (масарне) пытарнă? Унăн вилтăпри çине лартнă палăк çине çырса хунă тăватă йӗркеллӗ сăвă çаврăмне çырăр, ăна мӗн ятлă хайлавран илнине калăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев