Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Мӗн калаççӗ çăлтăрсем

ТАКА 21.III - 20.IV Çак тапхăрта критика илтме хатӗрленӗр, ку йăнăшăрсене тӳрлетме пулăшӗ. Нумайăшне йывăра килӗ: вăй-хал çукки, тимлӗх чакни çитӗнӳсем тума чăрмантарӗ. Сентябрӗн 22-мӗшӗччен çул çинче уйрăмах асăрхануллă пулăр. Харпăр плансене кая хăварса ыттисене пулăшма тивӗ. Канма тăрăшмалла, унсăрăн пуç ыратма, стресс пулма пултарать. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку...

ТАКА 21.III - 20.IV

Çак тапхăрта критика илтме хатӗрленӗр, ку йăнăшăрсене тӳрлетме пулăшӗ. Нумайăшне йывăра килӗ: вăй-хал çукки, тимлӗх чакни çитӗнӳсем тума чăрмантарӗ. Сентябрӗн 22-мӗшӗччен çул çинче уйрăмах асăрхануллă пулăр. Харпăр плансене кая хăварса ыттисене пулăшма тивӗ. Канма тăрăшмалла, унсăрăн пуç ыратма, стресс пулма пултарать.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Ку эрнере творчествăри потенциал ӳсет, йӗркелӳçӗ пултарулăхӗ палăрать. Юлташăрсемшӗн чăн-чăн тӗрев пулса вӗсене çухалса кайма памастăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче хӳтӗленме, тунă йăнăшсене тӳрлетме тивет. Ӗçре чăрмавсем пулсан та лартнă тӗллев патне утăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Мӗне-тӗр шанма пăрахни, ӗмӗтсем арканни мăнкăмăллăха пырса тивӗ. Элексем, сăмах панине тытманни - пӗтӗм тӗнче хирӗç тăнă пек туйăнӗ. Пуçăра ан усăр, усал хăш енчен килнине пӗлсе йăнăшсене тӳрлетме тăрăшăр. Юлташсен тӗревӗ кăна хăвăра çӗнӗрен шанма пулăшӗ, амбицисене чакарăр.

РАК 22.VI - 22.VII

Ку эрнере планпа ӗçлесен тахçанхи ӗмӗтсене пурнăçлама пултаратăр. Сывлăх та, вăй-хал та пур - хăвăра ту çавăрса яма пултарнăн туятăр. Интереслӗ çулçӳревсем, калаçусемпе тӗлпулусем пулаççӗ, хут ӗçӗ нумай. Пӗтӗмлетӳсене васкаса ан тăвăр, мӗншӗн тесен конкурентсен шухăш-кăмăлӗ паллă мар. Ют опыта тӗпе хуни йăнăшсем тăвасран сыхлӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Хăвăра пит лайăхах туймастăр, ытларах вăй-хала укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетме яратăр. Пуçлăхсемпе тавлашас мар тесен, амбицисене чакарăр. Темле пулсан та лартнă тӗллеве пурнăçлатăр, пуçаруллăрах пулăр, яваплăхран ан хăрăр. Мăнкăмăлланасран асăрханăр, ӗçтешӗрсене илтме пӗлӗр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Çак тапхăртан сирӗншӗн çӗнӗ çулталăк пуçланать. Эрне вӗçӗнче партнерсем хăйсен ӗçӗсемсӗр пуçне йăнăшӗсене те сирӗн çине тиеме пăхӗç. Çирӗп пулăр, хăвăрпа усă курма ан парăр. 22-мӗшӗнчен вара укçа ӗçлесе илме çăмăлтарах пулӗ, паллах, ӗçӗ те нумай. Тивӗçсӗр компаньонсемпе хутшăнусене татмалла.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Çак тапхăрта ют çынсемпе асăрхануллă пулмалла, ытлашши уçăлăхпа хăвăра хирӗç усă курӗç. Романтикăлла тапхăр, юрату тӗрлӗ вак-тӗвеке курмăш тума пулăшӗ. Эрне варринче ӗçтешсемпе хирӗçӳсем пулма пултараççӗ. Анчах ку сирӗн кăмăла пăсаймӗ, юрату туйăмӗ вăйлăрах.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

Кăткăс тапхăр. Анчах çанă тавăрса ӗçлесен пысăк майсем уçăлаççӗ, çитӗнӳсемшӗн кӗрешме тивет. Уйăх вӗçӗнче лайăх вырăншăн ӗçтешсемпе тавлашусем пулӗç. Ал-урана çыхлантаракан явапсенчен хăтăлас килӗ. Харпăр интерессемшӗн вирлӗн кӗрешме тытăнатăр. Каялла ан чакăр - ирӗклӗ çын пулатăрах.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Карьерăпа тата бизнеспа çыхăннă чăрмавсем пулаççӗ, вырăнăра çухатас темесен эрне вӗçӗнче кӗрешме тивет. Чăтăмлăрах пулăр, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешсе пуçлăхсемпе хутшăнусене ан пăсăр. Эрне варринче лайăхрах ӗç тупма, унта хăвăр пултарулăхăра вăйлăрах кăтартма май пулӗ. Хăюллăрах пулăр, иртнинчен тытăнса ăнăçăва çухатма пулӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Эрне пуçламăшӗнче вăй-хал нумай, ăна усăсăр пӗтерес мар тесен, чарăнăр, пурнăçри хаклăхсен ревизине тăвăр. Шăпа мӗн пӳрнине ăнланма тăрăшса тӗллевсем лартмалла. Эрне вӗçӗнче ăçта утмаллине тинех тӗшмӗртетӗр. Пуçаруллă пулма ан вăтанăр, çывăх çыннăрсемпе ӗçтешӗрсем тӗрев парӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Эрне тăршшӗпех укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама, авторитета çирӗплетме тивет. Укçашăнах ӗçтешсемпе, тăванăрсемпе харкашатăр. Эрне вӗçӗ лăпкăрах пулӗ. Усăллă паллашусем йӗркелеме, интереслӗ проектсене хутшăнма пултаратăр. Сисӗмлӗх ӳсет, çавăнпа сире улталаймӗç. Хăвăр пултаратăр, анчах бумеранг саккунӗ пирки ан манăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрнере юхăма май "ишме" тăрăшатăр. Çавах та инерцие ан парăнăр - лару-тăрăва лайăх енне улăштарма сирӗн вăй-хал çителӗклӗ. Иллюзисен аллинче пулнипе çынсемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр пулӗ. Эрне вӗçӗнче витӗмлӗ юлташăрсем пулăшӗç. Ӗçри улшăнусем карьерăра çитӗнӳ тума, ӗç укçине ӳстерме пулăшӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев