Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Патшалăх хыпарлав системине çăхавсем нумай килеççӗ

ТР ГИС «Халăх тӗрӗслевӗ» (Народный контроль) портала кашни çын уведомлени яма ирӗклӗ. Тӗслӗхрен, кăçал çак патшалăх хыпарлав системине çулсене юсани тата вӗсен такăрлăхӗ пирки 4,2 пине яхăн çыру янă. Вӗсенчен 2,8 пин ытларахăшне «Ыйтăва татса панă» статуса кӗртнӗ, 1,1 пин «Палăртнă» статусра, 251 заявки вара «Хальлӗхе ӗçре». «Çулсене юсама нумай...

ТР ГИС «Халăх тӗрӗслевӗ» (Народный контроль) портала кашни çын уведомлени яма ирӗклӗ. Тӗслӗхрен, кăçал çак патшалăх хыпарлав системине çулсене юсани тата вӗсен такăрлăхӗ пирки 4,2 пине яхăн çыру янă. Вӗсенчен 2,8 пин ытларахăшне «Ыйтăва татса панă» статуса кӗртнӗ, 1,1 пин «Палăртнă» статусра, 251 заявки вара «Хальлӗхе ӗçре». «Çулсене юсама нумай вăхăт тата укçа-тенкӗ кирлӗ, çавна кура хăш чух заявкасене пӗр çул, икӗ çул, виçӗ çултан кăна пурнăçлаççӗ. Анчах та пӗр заявкăна та пăхса тухмасăр хăвармаççӗ. Заявкăсене йышăнманни те пулма пулатарать, анчах та сăлтавсăр мар, паллах», - тесе ăнлатарнă ТР Çын прависемпе ӗçлекен уполномоченнăй Сария Сабурская. «Халăх тӗрӗслевӗ» (Народный контроль) системине янă заявкăсене ытларах Хусан тата Çырчалли хулисенчен илнине те палăртса хăварнă Сабурская.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев