Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Малтан олимпиада, унтан квест

Декабрӗн 24-мӗшӗнче чăваш, удмурт, мари тата мордва ачисен тăван чӗлхе тата литературипе республика олимпиадин юлашки тапхăрӗ иртрӗ. Финала 9-11 классенче вӗренекен 100 яхăн ача хутшăнчӗ. Чи йышлисем яланхи пекех хальхинче те чăваш ачисем пулчӗç. Палăртса хăварар, вӗсем пурте олимпиадăн районти тапхăрӗсен çӗнтерӳçисем. Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчи «Туслăх» лагерьте финалистсем тата...

Декабрӗн 24-мӗшӗнче чăваш, удмурт, мари тата мордва ачисен тăван чӗлхе тата литературипе республика олимпиадин юлашки тапхăрӗ иртрӗ. Финала 9-11 классенче вӗренекен 100 яхăн ача хутшăнчӗ. Чи йышлисем яланхи пекех хальхинче те чăваш ачисем пулчӗç. Палăртса хăварар, вӗсем пурте олимпиадăн районти тапхăрӗсен çӗнтерӳçисем. Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчи «Туслăх» лагерьте финалистсем тата тепӗр тӗрӗслев витӗр тухса чăваш чӗлхипе литературин пӗлӗвне кăтартрӗç.

Кăçалхи олимпиада ытти çулсенчинчен унăн ӗçне ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ хутшăннипе уйрăлса тăчӗ. Аталансем чăваш ачисем валли олимпиада хыççăн чăн-чăн кану парнелерӗç тесен те юрать. Пӗрле тӗрлӗ вăйăсем, квест ирттерчӗç, мастер-классем йӗркелесе масмак ăсталама, ташлама вӗрентрӗç. Хула-районсенчен килнӗ чăваш ачисем хăйсем те парăмра юлмарӗç, пӗрле пухăнса концерт кăтартрӗç.

Ачасем тӗрлӗ вăйăсем вылянă хушăра, чăваш чӗлхипе литература учителӗсем çавра сӗтел йӗркелесе тăван чӗлхе сумне мӗнле ӳстермелли çинчен сӳтсе яврӗç. Çапла усăллă та интереслӗ иртрӗ кăçалхи олимпиада.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев