Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пурăннă тет Хӗветӗр, эсир ăна пӗлетӗр-и?

Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне чи пысăк çитӗнӳ тунă хӗрарăмсем çинчен çырсан вырăнлă пек. Тӗнчипе чи нумай ача çуратнă хӗрарăм Шуя хресченӗн Федор Васильевăн пӗрремӗш арăмӗ шутланать. Ку рекордран хальчен те никам иртекен пулман, икçӗр çул иртнӗ пулсассăн та. Çак чухле ачана хӗрарăм 27 хут çуратнă: 16 йӗкӗреш, 7 виççӗн йӗкӗреш, 4...

Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне чи пысăк çитӗнӳ тунă хӗрарăмсем çинчен çырсан вырăнлă пек. Тӗнчипе чи нумай ача çуратнă хӗрарăм Шуя хресченӗн Федор Васильевăн пӗрремӗш арăмӗ шутланать. Ку рекордран хальчен те никам иртекен пулман, икçӗр çул иртнӗ пулсассăн та.

Çак чухле ачана хӗрарăм 27 хут çуратнă: 16 йӗкӗреш, 7 виççӗн йӗкӗреш, 4 тваттăн йӗкӗреш. Шел пулин те 67 ачи çеç чӗрӗ юлнă.
Анчах тӗлӗнтерекенни кунта вăл мар. Ăратлăх хăвачӗн вăрттăнлăхӗ арçыннинче пулнă иккен. 1707-1782 çулсенче пурăннă Федор Васильевăн иккӗмӗш арăмӗ те ăна 18 ача парнелет: 6 мăшăр йӗкӗреш тата 2-шер хут виççӗн йӗкӗреш. 1782 çулта Хӗветӗрӗн 82 ачи сывă пулнă.
Эсир халь тӗлӗнместӗр пулӗ ӗнтӗ мӗншӗн Васильев хушаматлă çынсем çапла нумай пулнинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев