Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Рустам Минниханов: «Çынсем хушшинче пулмалла»

Августăн 10-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ «Единая Россиян» республикăри ушкăнӗн списокӗн ертӳçи Рустам Минниханов Патшалăх Думин депутачӗсен кандидачӗсемпе ӗçлӗ канашлу ирттерчӗ. Партин республикăри суйлав штабӗн ертӳçи Юрий Камалтынов суйлав кампанийӗ еплерех пыни çинчен доклад турӗ. Списокпа 14 кандидат тата 6 пӗр мандатлă округра суйланакан «Единая Россияран» пӗр командăпа ӗçлеççӗ. Çынсемпе тӗл пулса...

Августăн 10-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ «Единая Россиян» республикăри ушкăнӗн списокӗн ертӳçи Рустам Минниханов Патшалăх Думин депутачӗсен кандидачӗсемпе ӗçлӗ канашлу ирттерчӗ. Партин республикăри суйлав штабӗн ертӳçи Юрий Камалтынов суйлав кампанийӗ еплерех пыни çинчен доклад турӗ. Списокпа 14 кандидат тата 6 пӗр мандатлă округра суйланакан «Единая Россияран» пӗр командăпа ӗçлеççӗ. Çынсемпе тӗл пулса тӳррӗммӗн калаçасси çине тӗп пусăм тăваççӗ. Çакнашкал форматлă 150 мероприяти ирттермелле, 600 тӗлпулу палăртнă. Августăн 4-мӗшӗнче пысăк проектсем тапраннă - «Вăйлă Тутарстан! Пӗрлехи Раççей!» эстафета тата куçса çӳрекен Обществолла йышăну пункчӗсем. 6 мобильлӗ бригада кашни кун республика районӗсенче ӗçлет. Августăн 12-мӗшӗнчен вӗсен çумне ÇКХ ыйтăвӗсемпе ӗçлекен ятарлă бригада хутшăнӗ. Çак направление Патшалăх Думин депутачӗ Александр Сидякин тимлет. Парти хаçачӗн пӗрремӗш тиражне районсемпе салатнă. Çывăх вăхăтра партин республикăри кандидачӗсем çинчен информацилле сайт ӗçлеме пуçлӗ. Тӗлпулусенче çынсенчен илнӗ депутат хушăвӗсене пурне те пуçтараççӗ, системăласа тӗпчеççӗ. Çынсене пуринчен ытла ÇКХ, çулсене тăвас тата юсас ыйтусем хумхантараççӗ.

Тутарстан ертӳçи тăвăнакан ӗçе ырларӗ, ăна тата активлăрах илсе пыма сӗнчӗ. «Пирӗн тӗллев - халăх хушшинче пуласси. Тӗреклӗн ӗçлӗр, çынсемпе калаçăр, пулăшăр. Хăш-пӗр ыйтусене вырăнтах татса пама пулать», - хавхалантарчӗ Президент кандидатсене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев