Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Штрафсем хыçран çӳреççӗ

«Кăçалтан пуçласа Татарстан республикинче машинасем çинчи патшалăх регистраци знакӗсене пытарнăшăн 300 çынна айăпланă», - тесе пӗлтерет çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн управленийӗ. Хальлӗхе ГИБДД сотрудникӗсем çав саккуна пăхăнман çынсене шырассипе тата пӗтерессипе активлă ӗçлеççӗ. Тӗслӗхрен, юлашки виçӗ уйăх хушшинче РТ МВД Госавтоинспекци сотрудникӗсем 68 пине яхăн патшалăх регистраци знакӗсене вулама май...

«Кăçалтан пуçласа Татарстан республикинче машинасем çинчи патшалăх регистраци знакӗсене пытарнăшăн 300 çынна айăпланă», - тесе пӗлтерет çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн управленийӗ.
Хальлӗхе ГИБДД сотрудникӗсем çав саккуна пăхăнман çынсене шырассипе тата пӗтерессипе активлă ӗçлеççӗ. Тӗслӗхрен, юлашки виçӗ уйăх хушшинче РТ МВД Госавтоинспекци сотрудникӗсем 68 пине яхăн патшалăх регистраци знакӗсене вулама май пулманни, тӗрӗс мар вырнаçтарни пирки çыхăннă фактсене палăртнă. Аса илтеретпӗр, РФ административлă кодексӗн 12.2 статйин 1-мӗш пайӗ тăрăх çакăншăн авто хуçине е асăрхаттараççĕ е 500 тенкӗллӗх штраф çырса параççĕ. Унсăрăн пуçне, патшалăх регистраци знакӗсӗр çӳресессӗн, автомобилиста Кодексăн 12.2 статйин 2-мӗш пайӗ тăрăх, 5000-лӗх штраф е пӗр уйăхран пуçласа виçӗ уйăхчен правасăр хăварни кӗтет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев