Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шупашкар çыравçисем Пурхи Ахвана комплиментсем айне путарчӗç

Чăваш интеллигенцийӗ Наци библиотекин залне йышлăн пуçтарăннăччӗ, Тӗлпулу стандартлă схемăпа иртет тесе шутланăччӗ, анчах кӗтменлӗхсем те пулчӗç. Чăн малтан чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер сăмах каларӗ. Вăл Порфирий Васильевичăн биографине тӗпӗ-йӗрӗпе уçса пачӗ. Николай Григорьев çырнă кӗнеке пулăшни сисӗнчӗ ăна. Ун хыççăн ЧР культура министрӗн çумӗ Вячеслва Оринов П.Афанасьев лайăх...

Чăваш интеллигенцийӗ Наци библиотекин залне йышлăн пуçтарăннăччӗ, Тӗлпулу стандартлă схемăпа иртет тесе шутланăччӗ, анчах кӗтменлӗхсем те пулчӗç. Чăн малтан чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер сăмах каларӗ. Вăл Порфирий Васильевичăн биографине тӗпӗ-йӗрӗпе уçса пачӗ. Николай Григорьев çырнă кӗнеке пулăшни сисӗнчӗ ăна. Ун хыççăн ЧР культура министрӗн çумӗ Вячеслва Оринов П.Афанасьев лайăх куçаруçă пулнине палăртрӗ, театрсемпе тачă çыхăнса ӗçленине ырларӗ. Тата вăл часах çак тӗлпулăва культура министрӗ хăй çитессине, поэта парнесем парассине пӗлтерчӗ. Чăваш Республикин профессионал-çыравçисен союзӗн председателӗ Геннадий Максимов та юбиляр пирки нумай ăшă сăмах каларӗ, вăл ăна Хисеп хучӗ парса чысларӗ, çак хута Тутарстанри Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи пулас музейра çынсене кăтартма сӗнчӗ. Раиса Сарпи те, Виталий Станьял та, сăмах каланă ытти çыравçăсем те Тутарстанра çуралса ӳснӗ чăваш халăх поэчӗн ыркăмăллăхне, пӗлӳлӗхне, литературăри пысăк ӗçне тата, паллах, аслă талантне палăртрӗç.
Çавăн пекех эпир поэт сиенлӗ хăнăхусемпе еплерех сывпуллашни, мӗнлерех юрăсене кăмăллани, çӗрле килсе шаккакан юлташсене тарават пулни çинчен те пӗлтӗмӗр.
Константин Яковлев Порфирий Афанасьева ЧР Пуçлăхӗн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне пачӗ. Унта халăх поэчӗ культура сферинче нумай çул ӗçленине палăртнă. Çавăн пекех культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив министрӗ поэт çуралнă ялта ун музейне уçма хатӗрленни çинчен те аса илтерчӗ. Ăна юбиляр хăй çумнех лартрӗ.
Сăмах май, Çӗнӗ Йӗлмелне иртнӗ эрнере Çарăмсан районӗнчи чăваш шкулӗсенче вӗренекенсем пухăнса П.Афанасьевăн сăввисене вулассипе пултарулăх конкурсӗ ирттернӗ.
Чăваш патшалăх педагогика университечӗн доценчӗ, педагогика университечӗн кандидачӗ Юрий Кудаков Порфирий Афанасьевăн сăввисем тăрăх чăваш композиторӗсем чылай юрă кӗвӗленине палăртрӗ. Çав шутра Григорий Хирпӳ, Анисим Асламас, Филипп Лукин, Геннадий Максимов тата ыттисем. 2009-мӗш çулта çирӗплетнӗ Шупашкар гимнӗн сăмахӗсен авторӗ те Порфирий Афанасьев, Тутарстанри чăвашсен гимнӗн авторӗ те.
Çак кун Порфирий Афанасьев сăввисене Валери Туркай вуларӗ. Анчах та педуниверситет студенткисем пăхмасăр каланă лирика йӗркисем илемлӗрех янăранăн туйăнчӗ. Çапах та çак йӗркесе вулакансене кун пирки хăйсене пӗтӗмлетӳ тума май паратпăр, видеокадрсене вырнаçтаратпăр. Илемлӗ вулавпа çыхăннă литература ярăмӗн финалӗ вăйлă пулчӗ. Тем тесен те, уява килнисем Порфирий Афанасьев хăйӗн сăввисене хăй вуланине кӗтеççӗ-çке. Ку историлле самант. Халăх поэчӗ кӗтнине тивӗçтерчӗ. Çитменнине мартăн 13-мӗшӗнче поэтăн çӗнӗ кӗнеки - «Çырнисен пуххи» ятлăскер - кун çути курнă. Унта тӗрлӗ вăхăтра çырнă, суйласа илнӗ произведенисем кӗнӗ.

ЧНК Президенчӗ, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ятӗнчен Тав çырăвне конгресс президиумӗн пайташӗ Геронтий Никифоров вуласа пачӗ.

Юбилейсенче йывăрлăхсем çинчен калаçас йăла çук, çапах та «Тăван Атăл» журналăн редакторӗ Василий Кервен салхуллăрах темăсене хускатрӗ. Унăн сăмахӗ поэзине çамрăксем сахалăн явăçни пирки пычӗ. Малашне халăх поэчӗсем пулӗç-ши пирӗн литературăра?..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев