Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шупашкарта Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗ пухăнчӗ

Чăваш Республикин кунӗ умӗн июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта регионсенчи чăваш лидерӗсем пухăнчӗç. Мăн Канаша Правительство çурӗнче ирттерсе Чăваш наци конгресӗ хăйӗн паянхи статусне кăтартрӗ. Çак общество организацине ЧР Правительстви шайӗнче йышăнни питӗ пӗлтерӗшлӗ, çакă чылай ыйтăва тӳрех татса пама пулăшать тесе шутлас килет. Кунта тӗп вырăнта Конгресс президентне, ЧР Патшалăх Канашӗн...

Чăваш Республикин кунӗ умӗн июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта регионсенчи чăваш лидерӗсем пухăнчӗç. Мăн Канаша Правительство çурӗнче ирттерсе Чăваш наци конгресӗ хăйӗн паянхи статусне кăтартрӗ. Çак общество организацине ЧР Правительстви шайӗнче йышăнни питӗ пӗлтерӗшлӗ, çакă чылай ыйтăва тӳрех татса пама пулăшать тесе шутлас килет. Кунта тӗп вырăнта Конгресс президентне, ЧР Патшалăх Канашӗн депутатне Николай Угаслова сумланине хумалла-тăр тата ЧР культура министрӗнче те чăваш наципе клуьтура автономине нумай çул ертсе пынă ентеш ӗçленине те шута илмелле. Президиумра пухăва ертсе пыракан Н.Ф. Угавловпа пӗрле К.Г.Яколвев, ЧР вӗрентӳ министрӗ Ю.Н.Исаев, ЧР информаци политикин министрӗ А.С.Иванов, ЧР Правительствин Мускаври полномочиллӗ представителӗ Ю.А.Акиньшин тата ыттисем ларатчӗç. Каярах унта ЧР Пуçлăхӗ М.В.Игнатьев, Патшалăх Канашӗн председателӗ В.Н.Филимонов, ЧР Пуçлăхӗн Админитсрацийӗн ертӳçи Ю.Е.Васильев хушăнчӗç. Пурӗ канашлура 80 ытла çынччӗ. Пысăк уява хатӗрлнсе нумайăшӗ чăвашла тумланса килнӗ, чиновник пулса ӗçлекен арçынсен тӗрӗллӗ кӗписемпе галстукӗсем инçетрен палăрса тăчӗç.
Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа ЧНК вице-президенчӗ П.В. Ивантаев калаçрӗ. Вăл Чăваш наци конгресӗн 10-мӗш Аслă Пухăвне ирттересси çинчен калаçрӗ. Ăна Шупашкарта кăçал октябрӗн 28-мӗшӗнче ирттерме палăртнă. МĂн Канаш çак шухăша ырларӗ. ЧНК Президиумӗн 2016-2017 çулсенчи ӗçӗ-хӗлӗ çинчен Конгрес президенчӗ Н.Ф.Угаслов каласа пачӗ. Унăн çумне хушăнса ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ В.Л.Клементьев Раççей Федерацийӗн регионӗсенче Пӗтӗм чăвашсен «Акатуй» уявне ирттерни çинчен пӗлтерчӗ, унăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштрачӗ.
Конгресăн юбилейлă пухăвӗ çывхарнă май, Президиум пайташӗ, нумай çул «Хыпар» хаçата ертсе пынă А.П.Леонтьев кӗнеке кăларасси çинчен пӗлтерчӗ. Вăл çак кӗнеке валли пысăк материал пухни çинчен каларӗ, унăн концепцине уçса пачӗ. Пухăннисем ку ыйтăва сӳтсе явса сӗнӳсем пачӗç.
Беларуçри чăвашсен «Атăл» пӗрлешӗвне ертсе пыракан Г.А.Александров унти чиновниксем парса янă салам çырăвӗсене вуласа пачӗ, адресатсене тыттарчӗ. Хăйсен ӗçӗ-хӗлӗ, çитӗнӗвӗсем çинчен каласа паракан регионсенчи чăвашсен пуçлăхӗсем те сахалăн марччӗ. Вӗсенчен Самар облаçӗнчи чăвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳçин Л.Н.Павлован сăмахне итлеме интереслӗ пулчӗ. Самарта та Чӗмпӗрти пек «нацисен ялне» тăваççӗ. Атăл хӗрринчи илемлӗ çурма утравра кашни халăх валли çурт тума вырăн уйăрса панă. Чăвашсен пурнăçне сăнлакан çурта йывăçран туса лартнă, хальхи вăхăтра ăна хăт кӗртес ӗçсем пыраççӗ. Çывăх вăхăтра çак этнокомлпекспа паллашма та май пулӗ. Çав вăхăтра Тольяттири чăваш пӗрлешӗвӗн вице-президентне А.П.Глухова Самар облаçӗнче чăваш ачисене тăван чӗлхене еплерех вӗрентни канăçсăрлантарать. Ачасем ашшӗ-амăшӗн чӗлхине пӗлмесӗр ӳсни чăваш чӗлхин пуласлăхне иккӗленӳллӗ тăвать. Ку лару-тăруран çӳлтен «пусăм тумасăр» тухма йывăр пулать пулмалла.
Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем кăçал 22 акатуй ирттернӗ. Анчах та унти чăвашен лидерне О.Н.Мустаева пысăкрах ыйтусем канăç памаççӗ: пӗрремӗшӗнчен, спутник урлă кăтартакан чăвашла телеканал передачисем тата анлăрах пулччӗр тесе Чăваш наци телевиденийӗн корпункчӗсене Тутарстан, Пушкăртстан тата Ульяновск облаçӗнче уçасси; иккӗмӗшӗнчен, Шупашкартан регионсене тухса çӳрекен юрăçсемпе артистсен ӗçӗ-хӗлне йӗркене кӗртесси. Юлашки вăхăтра вӗсен пултарулăхне тӗрлӗрен хирӗçле юхăмсем çын пухас тесе усă курма тытăнни палăрнă.
Пушкăртстан Республикикнчи Пелепей районӗнчи чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи В.М.Яковлев Слакпуçӗнче Константин Ивановпа Ухсай Яккăвӗн пӗрлештернӗ музей комлпексне тăвас ӗмӗтпе пурăнать. Çак ӗçре икӗ республикăн правительствисем шайӗнче калаçса татăлсан, Пушкăртстанри чăвашсене питӗ пысăк пулăшу пулнă пулӗччӗ. Унти чăваш культурине аталантарасси çӗнӗ хăват илесси куçкӗрет.
Анатолий Кипеч çыравçăпа Валери Туркай поэт ЧР Пуçлăхне хăйсен çӗнӗ кӗнекисене парнелерӗç. Вӗсене литераторсене К.В. Иванов ячӗпе парăнакан патшалăх премине пама чарăнни хумхантарать. ЧНК пӗрремӗш президенчӗ Атнер Хусанкай «Нарспи» поэмăн акăлчанла куçарăвне кӗнеке пек пичетлесе кăларма сӗнчӗ.
Тутарстан Республикинчен Канашлăва «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев хутшăнчӗ. Вăл халăхăн спорт тӗсне - чăваш кӗрешӗвне - аталантарас ӗçе пурин те хастартарах хутшăнма чӗнсе каларӗ. Июлӗн 8-мӗшӗнче Нурлатра иртекен «Уява» фольклор ушкăнӗсемпе пӗрле кӗрешекен паттăрсене вăй виçме илсе килме ыйтрӗ. Çавăн пекех «Уяв купăсçи» тата «Уяв пики» конкурссем те иртеççӗ.
Чăваш культурине пулăшакан «Сувар» фонд директорӗ В.А.Тяпкин Чăваш наци конгресӗ малтанхи çулсенче тӗрӗк тӗнчипе тачă çыхăнусем йӗркеленине, каярах тӗрлӗ сăлтава пула вăл çыхăнусене татнине каласа пачӗ. Çак çыхăнусене çӗнӗрен çирӗплетме майсем шырама сӗнчӗ халăх патриочӗ, мӗншӗн тесен чӗлхе енчен те, менталитетпа та эпир тӗрӗк тӗнчин пӗр пайӗ пулса тиăратпăр. Унран ирӗксӗрлесе уйрăлни никама та усă памасть. Ытти çивӗч ыйтусем те пулчӗç. Саманпа усă курса, канашлăва хутшăнакансем вӗсене ытларах Конгрес президенте мар, ЧР Пуçлăхӗне пачӗç. М.В.Игнатьев пӗр ыйтăва та хуравсăр хăвармарӗ, чылай ӗçре пулăшма пулчӗ. (Тӗплӗнрех Олег Цыпленков ӳкернӗ видеора). Çав шутра Нурлатри «Уява» кӗрешекенсем ярасси пирки те. Чăваш Республикин ертӳçисем халăхпа пӗр шухăшлă пулни савăнтарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев