Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Слонсем вăрă профессине алла илнӗ

Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Таиланд çӗршывӗнче слонсем машинасене чарса улма-çимĕç çаратнă. Хуа Хин курорт хули çумӗнче ананас турттаракăн виçӗ тонналлă грузовика слонсем чарнă. Пысăк аçа çула хупланă вăхăтра ытти слонсем кузовран хобочӗсемпе ананассене сӗтӗрме тытăннă. Водитель машинине хускатсанах аçа кабинăна хобочӗпе çапнă. Водитель машинăра пӗччен кăна мар, арăмӗпе тата...

Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Таиланд çӗршывӗнче слонсем машинасене чарса улма-çимĕç çаратнă.

Хуа Хин курорт хули çумӗнче ананас турттаракăн виçӗ тонналлă грузовика слонсем чарнă. Пысăк аçа çула хупланă вăхăтра ытти слонсем кузовран хобочӗсемпе ананассене сӗтӗрме тытăннă. Водитель машинине хускатсанах аçа кабинăна хобочӗпе çапнă. Водитель машинăра пӗччен кăна мар, арăмӗпе тата пӗчӗк ачипе пулнă.

Çарату икӗ сехете тăсăлнă, полицейскисем иртсе кайнă май рейнджерсене чӗнтернӗ. Вӗсем вара вăрăсене хăваласа яма пултарнă.

Халь Таиландра тухăç пуçтармалли вăхăт. Çавна кура çулсем тăрăх улма-çырла турттаракан грузовиксем час-часах иртеççĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев