Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тайпи Иннаран вăйлăрах пулчӗ

Çак кунсенче Каспийскра иртекен Европа шайӗнчи кӗрешӳ чемпионатӗнче Инна Тражукова кӗмӗл медаль çӗнсе илчӗ. Аса илтеретпӗр, Инна чăваш хӗрӗ, Ульяновск облаçӗнче çуралнă. Раççей чысне вăл Риори олимпиадăра хӳтӗленӗччӗ. Хальхи вăхăтра Инна Дагестаншăн кӗрешет. Унăн виçи те чакнă - 62 кг. Финал тытăçăвӗнче Тражукова Болгари спортсменкипе Тайбе Юсеинпа тӗл пулчӗ. Анчах...

Çак кунсенче Каспийскра иртекен Европа шайӗнчи кӗрешӳ чемпионатӗнче Инна Тражукова кӗмӗл медаль çӗнсе илчӗ.
Аса илтеретпӗр, Инна чăваш хӗрӗ, Ульяновск облаçӗнче çуралнă. Раççей чысне вăл Риори олимпиадăра хӳтӗленӗччӗ.
Хальхи вăхăтра Инна Дагестаншăн кӗрешет. Унăн виçи те чакнă - 62 кг. Финал тытăçăвӗнче Тражукова Болгари спортсменкипе Тайбе Юсеинпа тӗл пулчӗ. Анчах та хӗрсем тан кӗрешнӗ пулсан та судьясем ют çӗршыв спортсменкине ытларах балл панă.
Тӗпрен илсен финалта пăлхар юнӗллӗ хӗрсем тытăçни пире аслă халăх пикисемпе мăнаçлантармалла. Эпир тахçан авал чăнах та матриархат витӗмӗнче пурăннине те шанас килет шăнăрлă кӗрешекенсем пӗр-пӗрне еплерех «пӗтӗрнине» тата ывăтнине курсан...
Европа чемпионачӗ вӗçленсен пирӗн спортсменсем Раççей чемпионатне хатӗрленме тытăнаççӗ, унта Тӗнче чемпионачӗ те инçе мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев