Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тӗлӗксене ăнлантарса пани

Пирӗн мăн асаттесемпе асаннесем те тӗлӗк пӗлтерӗшнӗ пӗлме тăрăшнă. Чăвашсем ытти халăхсем пекех тӗлӗк пурнăçра малалла мӗн пулассине кăтаратть тесе шутланă. Тӗлӗк çыннăн шăпипе тата турă çырнипе тачă çыхăннине ӗненнӗ. Тури чăваш язычникӗсем ăна çапла ăнлантарса панă: «Çын çывăрнă вăхăтра унăн чунӗ ӳтӗнчен тухса тӗнче тăрăх ирӗклӗ çӳрет. Этем чунӗ...

Пирӗн мăн асаттесемпе асаннесем те тӗлӗк пӗлтерӗшнӗ пӗлме тăрăшнă. Чăвашсем ытти халăхсем пекех тӗлӗк пурнăçра малалла мӗн пулассине кăтаратть тесе шутланă. Тӗлӗк çыннăн шăпипе тата турă çырнипе тачă çыхăннине ӗненнӗ.

Тури чăваш язычникӗсем ăна çапла ăнлантарса панă: «Çын çывăрнă вăхăтра унăн чунӗ ӳтӗнчен тухса тӗнче тăрăх ирӗклӗ çӳрет. Этем чунӗ мӗн курни вара тӗлӗк пулать. Çывракана ăнсăртран вăратма юрамасть. Мӗншӗн тесен унăн чунӗ инçетре пулнипе вăл часах чирлеме пултарать». Анатри чăваш христианӗсен шучӗпе, çывăрнă вăхăтра пирӗшти çынна темӗн те пӗр кăтартни тӗлӗк пулать.

Вӗсен пӗлтерӗшне тӗлӗк шайлакансем ăнлантарса панă. Ытларах чухне вăл ялти пӗр-пӗр карчăк пулнă. Пысăк мероприяти, туй пулсан, пӗрер çӗре çула тухас е суда каяс умӗн ял çыннисем çак карчăк патне килсе хăйсен пӗр япалине парса хăварнă. Унтан карчăк каç пулсан хăйӗн минтерӗ айне çав япалана хурса çывăрма выртнă. Вăл курнă тӗлӗк вара мӗн пулассине ăнлантарса панă та. Тӗслӗхрен: шăл ӳксен - япала çухаласса; хӗрлӗ эрех ӗçни - хуйхă пуласса; пӳрт çуннине курни - шăрăх çанталăк.

Паянхи кун та тӗлӗк пӗлтерӗшне пӗлсен вăл çапла пуласса шанакансем пур. Анчах ваттисем «Тӗлӗк те яланах тӗл килмест» тенине манмалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев