Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тӗнче Евгенй Евтушенкопа сывпуллашать

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Америкăри Талса хулинчи пульницара рак чирӗнчен паллă вырăс поэчӗ, 85-пе пыракан Евгений Евтушенко вилсе кайнă. Евгений Александрович Евтушенко 1932 çулхи июлӗн 18-мӗшӗнче Çӗпӗрте çуралнă. Вăл ачаранах сăвă çырма тытăнать. Мускаври Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ вăхăтра «тӗрӗс мар» калаçусемшӗн ăна кăларса яраççӗ. 1952 çулта ăна СССР Писательсен союзне...

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Америкăри Талса хулинчи пульницара рак чирӗнчен паллă вырăс поэчӗ, 85-пе пыракан Евгений Евтушенко вилсе кайнă. Евгений Александрович Евтушенко 1932 çулхи июлӗн 18-мӗшӗнче Çӗпӗрте çуралнă. Вăл ачаранах сăвă çырма тытăнать. Мускаври Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ вăхăтра «тӗрӗс мар» калаçусемшӗн ăна кăларса яраççӗ. 1952 çулта ăна СССР Писательсен союзне илеççӗ, вăл унта чи çамрăкки пулса тăрать. Роберт Рождественский, Белла Ахмадулина, Булат Окуджавапа пӗрле Евтушенко Политехника институтӗнчи литература каçӗсене хутшăнать. «Шестидесятниксен» шутне кӗрет. Хăйӗн ирӗклӗ сăввисене сцена çинчен вуласа вăл чапа тухать. Ăна Писательсен союзӗн секретарьне лартаççӗ. СССР халăх депутатане те суйланать. Унăн произведенийӗсене 70 чӗлхене куçарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев