Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен ертӳçин шухăшӗ

Александр СЕМЕНОВ, Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен ертӳçи: ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцине лайăх йӗркеленӗччӗ. Кашни ӗçе тӗплӗн шухăшласа туни - тӗрӗс. Калас текенсене чармарӗç, эпир хамăр шухăшсене пӗлтерме пултартăмăр. Эпӗ шкулсене кӗнекесемпе тивӗçтересси пирки пӗр танлаштарăва тӗслӗхе тăратрăм: республикăри шкулсенче пӗр тутар ачи пуçне 6 кӗнеке тухать, чăваш ачи пуçне -...

Александр СЕМЕНОВ, Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен ертӳçи:
ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцине лайăх йӗркеленӗччӗ. Кашни ӗçе тӗплӗн шухăшласа туни - тӗрӗс. Калас текенсене чармарӗç, эпир хамăр шухăшсене пӗлтерме пултартăмăр. Эпӗ шкулсене кӗнекесемпе тивӗçтересси пирки пӗр танлаштарăва тӗслӗхе тăратрăм: республикăри шкулсенче пӗр тутар ачи пуçне 6 кӗнеке тухать, чăваш ачи пуçне - 0,9. Çавăнпа та çак танмарлăха чакарас тесе Шупашкартан пулăшу ыйтрăмăр. Наци библио­теки пире 600 кӗнеке парнелерӗ, Юхма Мишши - 250, Эдиссон Патмар - 50 кӗнекине тӳлевсӗр пачӗ. Çапла Аксу районӗнчи чăваш шкулӗсене 800 чăваш кӗнеки валеçме пултартăмăр. Малалла ытти районсемпе ӗçлӗпӗр. Чăваш Майнинче çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсен съездне ирттерме пулăшнăшăн Чăваш халăх ӳнер академийӗ мана Алексеевски районӗнчи чăваш центрӗн председательне Николай Сторожева «За службу народу» медаль пама явапларӗ. Çак тивӗçе хаваспах халăх умӗнче пурнăçларăм.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев