Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тюмень хулинче паян Акатуй

Тюмень тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçисемпе пайташĕсем паян, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Мурманскран Байкал таран" çурçÿреве тухнисене Тюмень хулинче кĕтсе илчĕç. Малтанах Чăваш наци конгресĕн хастарĕсене, регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисене "Тăван" Ассоциаци вырнаçнă çуртпа паллаштарчĕç. Урал тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвĕсен ертÿçи Владимир Логинов, Ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова кунти чăвашсен...

Тюмень тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçисемпе пайташĕсем паян, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Мурманскран Байкал таран" çурçÿреве тухнисене Тюмень хулинче кĕтсе илчĕç.

Малтанах Чăваш наци конгресĕн хастарĕсене, регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисене "Тăван" Ассоциаци вырнаçнă çуртпа паллаштарчĕç. Урал тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвĕсен ертÿçи Владимир Логинов, Ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова кунти чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев кунти чăвашсене илсе килнĕ парнесемпе чыс турĕ. Паян çÿлçÿревçĕсем Тюмень хулипе паллашаççĕ. Ыран вара кунта Акатуй уявĕ иртмелле, пĕтĕм регионсенчи чăвашсем пуçтарăнса савăнмалла. "Мурманскран Байкал таран" çулçÿреве тухнисем те унта хутшăнĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев