Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Вăрнарти строительсене «Хусан чăвашӗсем» саламларӗç

Вăрнар хăйӗн çӗнӗ паркӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. «Август» ятлă кану паркне кăçал май уйăхӗнче химик кунне халалласа уçнă. Тирпейлӗ кану вырăнӗнче мӗн кăна çук! Йывăçран касса тунă палăксенчен пуçласа чӗнтӗрлӗ кӗперпе кӳлӗри карпсем таран. Унта çынсем çӳпӗлеменни вара тӳрех куçа курăнать. Артистсене юрлама эстрада та пур. Шăп çав площадкăра иртнӗ вырсарни...

Вăрнар хăйӗн çӗнӗ паркӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. «Август» ятлă кану паркне кăçал май уйăхӗнче химик кунне халалласа уçнă. Тирпейлӗ кану вырăнӗнче мӗн кăна çук! Йывăçран касса тунă палăксенчен пуçласа чӗнтӗрлӗ кӗперпе кӳлӗри карпсем таран. Унта çынсем çӳпӗлеменни вара тӳрех куçа курăнать. Артистсене юрлама эстрада та пур.

Шăп çав площадкăра иртнӗ вырсарни кун Вăрнарти строительсене професси уявӗпе саламласа «Хусан чăвашӗсем» ушкăн концерт кăтартрӗ те. Мускавра çуртсем тăвакан строительство фирми Алексей Наумов ертсе пыракан музыка коллективне ятарласа çак уява чӗннӗ. Фонограмçăсене итлесе ывăннă пулмалла, стройкăри профессионалсем юрă-кӗвӗри профессионалсене курасшăн.

Çапла паркри уçă сывлăшра «чӗрӗ» сасă 3 сехет янăрарӗ. Куракансем юрăçсемпе пӗрле ташларӗç те, юрларӗç те - кӗскен калсан кăмăлтан савăнчӗç. Инструментсем кăларакан сасă чăнах та чӗрӗ пулнине ӗненменнисем Ксения Дубайкина калакан сӗрме купăса тыта-тыта пăхрӗç.

Хусансем Вăрнара тулли ушкăнпа, саккăрăн килнӗ. Яланхи сӗрме купăспа соло гитарăсăр пуçне сцена çинче бас гитара та, синтезатор та, параппан установки те пурччӗ. Итлесе киленмелӗх пур. Концерт гонорарӗ те пӗчӗк пулман ахăр. Строитель кунӗ хыççăн Алексей Наумовпа çыхăнаймарăмăр, çывăх çăлкуçсем пӗлтернӗ тăпăх, вăл концерт хыççăн тӳрех кăнтăра канма кайнă.

.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев