Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Юррине итлеме пуçласан малтан вăл ют çӗршыв çынни тесе шутлатăн

Кӗслеçӗсем хальхи вăхăтра питӗ сайра тӗл пулаççӗ. Вӗсем авалхи инструментпа вылянă вăхăтра чăвашла юрласа янине илтсен вара пушшех те тӗлӗнсе каятăн. Ютубра акăлчанла çырнă Gudimir - Birch Leaf тенине вуласан малтан чăнах та кăна акăлчан е финн юрланă пек туйăнать. Çапах пулăшма Интернета чӗнсен йăлтах хăй вырăнне тăчӗ. Гудимир -...

Кӗслеçӗсем хальхи вăхăтра питӗ сайра тӗл пулаççӗ. Вӗсем авалхи инструментпа вылянă вăхăтра чăвашла юрласа янине илтсен вара пушшех те тӗлӗнсе каятăн. Ютубра акăлчанла çырнă Gudimir - Birch Leaf тенине вуласан малтан чăнах та кăна акăлчан е финн юрланă пек туйăнать. Çапах пулăшма Интернета чӗнсен йăлтах хăй вырăнне тăчӗ. Гудимир - Максим Анухин кӗслеçӗ-виртуоз. Вăл тӗрлӗрен этника музыкипе çыхăннă проектсем хатӗрлесе çын умне кăларать. Вырăс халăх кӗввисене, çармăссен юррисене кӗслепе илемлетет. Халӗ ак çынсем умне «Хурăн çулçи» юрра кăларчӗ. Çак проект авалхи кӗслене çӗнӗ пурнăç парать. Хăйӗн стильне Максим Анухин транс/авангард пек палăртать. ГУДИМИР проекта Russian World Music Awards премие илме тăратнă пулнă.

Кӗслеçӗ пирӗнле пӗлменни сисӗнет пулсан та, анатри чăвашсен юррине çапларах юрланине итлеме питӗ кăмăллă пулчӗ. Тавтапуç!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев