Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ачисене чăвашла вӗрентмеççӗ-тӗк, чӗлхе шăпи çинчен ан калаçчăр

«Чӗлхе ан пӗттӗр тесен унпа май пур таран тăтăшрах калаçмалла, чи малтан хамăрăн ачасемпе. Хăйне чăваш наци лидерӗ тесе шутлакан нумай çын килте ачисемпе вырăсла калаçать. Ман шутпа, тăван чӗлхене ачисене вӗрентмен çыннăн чăваш халăхӗн пуласлăхӗ çинчен сӳтсе явма ирӗк çук», - çапла шутлать Германири Йена хулинче пурăнакан чăваш чӗлхеçи,...

«Чӗлхе ан пӗттӗр тесен унпа май пур таран тăтăшрах калаçмалла, чи малтан хамăрăн ачасемпе. Хăйне чăваш наци лидерӗ тесе шутлакан нумай çын килте ачисемпе вырăсла калаçать. Ман шутпа, тăван чӗлхене ачисене вӗрентмен çыннăн чăваш халăхӗн пуласлăхӗ çинчен сӳтсе явма ирӗк çук», - çапла шутлать Германири Йена хулинче пурăнакан чăваш чӗлхеçи, « Ирӗклӗ сăмах» интернет-хаçат никӗслевçи, пирӗн ентеш (ашшӗ-амăшӗ Нурлат районӗнчи Лачака ялӗнчен) Александр Савельев. Вăл август уйăхӗнче Техасри Сан-Антонио хулинче (АПШ) истори лингвистикипе иртнӗ Халăхсем хушшинчи конференцире чăваш чӗлхин историйӗ çинчен доклад тунă.

Çамрăк чӗлхеçӗ сӗм авалхи пăлхар чӗлхине реконструкцилес ӗçре чăваш чӗлхинчи диалектсем мӗнле витӗм панине тӗпчет. Ун шучӗпе, диалекта чӗлхен «тӗрӗс мар» варианчӗ пек пăхма пăрахмалла. Мӗншӗн тесен кашни диалект вăл - чӗлхен паха хăйне евӗрлӗхӗ, вуçех те нормăран пăрăнни мар. Нумай чухне шăпах наукăшăн паха хăйне евӗрлӗхе диалектра кăна тупма пулать иккен.

Чӗлхене наука енчен, уйрăмах, ют çӗршывсен шайӗнче тӗпчени вара унăн сумне ӳстерет кăна. Шел пулин те, чăваш чӗлхине эпир кирлӗ мар чӗлхе пек пăхма тытăнтăмăр, тӗрӗссипе унăн вырăнӗ наукăра чылай пысăкрах-мӗн. Ӗмӗр каяллах алтай чӗлхине тӗпчекен ученăйсем Густав Рамстедт, Николай Поппе хăйсен ӗçне çак чӗлхене халалланă. Шăпах чăваш чӗлхине ытти тӗрӗк, монгол чӗлхисемпе танлаштарни алтай теорине пуçарса янă та.

Çамрăк ентешӗмӗр, сăмах май вăл хăй чăвашла çав тери лайăх калаçать кăна мар, ывăлне - пӗчӗк Тимӗре те вӗрентме ӗмӗтленет. Чăваш чӗлхи Чăваш Республикин патшалăх чӗлхи пулнăран, ăна кашни шкултах вӗрентмелле. Чăн та, хальхи пек мар, методикăна тӗпрен улăштарса, ача çемьере чăвашла калаçманнине те шута илсе. Шкултан вӗренсе тухсан та чӗлхе кирлӗ пултăр вăл. Калăпăр, карьера тума.

Паллах, ирӗклӗн шухăшлакан чӗлхеçе ЧНК паян мӗнле ӗçлени тивӗçтерме пултараймасть. «ЧНК республикăри политика структурисен функцийӗсене калăплакан организаци -гетто пек. Вăл халăха усă панинчен ытла сиен кӳрет. Уявсем, илем конкурсӗсем, официаллă мероприятисене хутшăнни - чăн проблемăсене татни мар. Юлашки 10 çулта мӗн тунă-ха Конгресс? Тӗрӗссипе, ЧНК уставне те сайтра вырăсла кăна çырнă. ЧНКра çитменлӗхсене курман çынсем çук мар, анчах та вӗсем чăвашсен хушшинче хăйсен авторитетне çухатас мар тесе чӗнмеççӗ»,- тет вăл кун пирки.

Октябрь уйăхӗнче ЧНК черетлӗ съезда пухăнать. Малӗмӗтлӗ чăваш çамрăкӗсен сăмахне шута илекен пулӗ-ши унта е хальхинче те авторитета çухатас мар тесе шыв сыпнă пекех ларӗç-ши пирӗн лидерсем?

Idel. Реалии» сайт материалӗпе усă курса хатӗрленӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев