Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«Атăлçи халăхӗсем» фольклор фестиваль-конкурс

Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанти патшалăх культура институтӗнче республикăри ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекен студентсен «Атăлçи халăхӗсем» фольклор фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Унта студентсем тӗрлӗ халăх культурипе паллаштарнă. Чăваш культурине Хусанти пӗчӗк бизнеспа предпринимательство колледжӗн «Стимул» ташă театрӗ (хореографӗ Галина Семенова) кăтартнă. 8 хӗртен тăракан ушкăн фестивальте «Уçланкăра хӗрсен ташши» чăваш ташшине питӗ...

Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанти патшалăх культура институтӗнче республикăри ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекен студентсен «Атăлçи халăхӗсем» фольклор фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Унта студентсем тӗрлӗ халăх культурипе паллаштарнă. Чăваш культурине Хусанти пӗчӗк бизнеспа предпринимательство колледжӗн «Стимул» ташă театрӗ (хореографӗ Галина Семенова) кăтартнă. 8 хӗртен тăракан ушкăн фестивальте «Уçланкăра хӗрсен ташши» чăваш ташшине питӗ ăста ташланă.
Шел те, программăри 160 ытла пултарулăх номерӗнчен чăваш культурине кăтартакан пӗртен-пӗр номер кăна пулнă вăл. Апла пулин те, «Стимул» ташă театрӗнчи хӗрсене те, хореографа Галина Семеновăна та мухтамалла, вӗсем фес­тиваль-конкурсра III степеньлӗ диплома çӗнсе илнӗ. Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев