Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш пӗтессине кăтартакан хăрушă паллăсем

7. Чăваш кăмăлӗ пăсăлни. Анчах пире ача пур чăвашăн та çуралманни, чăваш чирлесе çăва (масар) çине шăна пек тăкăнни кăна мар кулянтарать. Пире чăвашăн кăмăлӗ пăсăлни те, чăваш усала туха пуçлани те хурлантарать; ӳсӗрпе е укçашăн çынна вӗлерни, вăрă туни, çынна инкек тăвасси, сăтăр тăвасси, ясарланса çӳресси тата урăх усал...

7. Чăваш кăмăлӗ пăсăлни. Анчах пире ача пур чăвашăн та çуралманни, чăваш чирлесе çăва (масар) çине шăна пек тăкăнни кăна мар кулянтарать. Пире чăвашăн кăмăлӗ пăсăлни те, чăваш усала туха пуçлани те хурлантарать; ӳсӗрпе е укçашăн çынна вӗлерни, вăрă туни, çынна инкек тăвасси, сăтăр тăвасси, ясарланса çӳресси тата урăх усал ӗç тăвасси те чăваш хушшинче питех те палăра пуçларӗ. Акă пускилпе пускил (кӳршӗпе кӳршӗ) ятлаçăва, унтан вăрçа кӗрсе кайрӗç; турта илчӗç, çапрӗç те пăрахрӗç. Тепри тата çăмарта хуçине çул çинче вӗлерет. Акă тата чăвашсемех лаша вăрринче çӳреççӗ: хăйсен патӗнчи çынсеннех лашисене илсе кайса аяккалла ăсатаççӗ, ют çӗрти пасарсенче сутаççӗ. Хăшӗ çамрăкла ясар туса çӳрет, ӳт-кӗлетке тӗрекленсе çитмесӗр хӗрарăм çумне çыпçăнать е авланать, çирӗпленсе çитеймен ӳт-пӗве лучăркаççӗ, вăя яраççӗ. Ку хушă чăвашсем пушшех пăсăла пуçларӗç. Ӗлӗк пирӗн чăваш ват аслаттесен йӗркине хисеплесе тăп пурăннă, чăн тӗне пӗлмен пулин те, Турă йӗркине тытнă. Халӗ чăваш ытти халăхсем хушшинчи усала курса пăсăлса кая пуçларӗ: ват аслаттесем вӗрентнине те, Христос вӗрентнине те тытса тăрайми пулчӗ. Час ăншăртланса каятпăр, ятлаçма, вăрçма юрататпăр эпир. Хăш-хăш çӗрти чăвашсем пӗтӗм халăх ушкăнӗпех усал ӗç тума пуçларӗç: унтан та кунтан чăвашсем пăлханнă тесе хыпарсем килеççӗ. Нумаях пулмасть патша вăхăтӗнче Етӗрне уесӗнче икӗ ял чăвашӗсем çӗршӗн вăрçа кӗрсе кайнă та темиçе çынна вӗлернӗ. Патша вырăнтан тухсан хысна тырри ӗçӗпе нумай çӗрти чăвашсем пăлханчӗç. Утă уйăхӗн 24-мӗш кунӗнче Чăваш Сорăм ятлă кантур ялӗнче ӗçре тăракан çынсене, вӗрентекенсене хӗнесе амантса пӗтернӗ. Пӗр вӗрентекене Сорăмран 12 çухрăмри ялта куртăм эпӗ: çу кунӗнче кӗрӗк тата çăмат тăхăннă, урамра ларать. Çав вӗрентекене земствăна суйлас ӗçпе вулăс инструкторне лартнине илтнӗччӗ эпӗ: «Мӗн пулчӗ сана?» - тетӗп. «Пулчӗ, - тет хуйхăрса. - Вырăс эрни кун хамăр кантурта хамăр чăвашсемех чут вӗлермерӗç. Писарь хăваттерне хупăнтăмăр - алăк çӗмӗрме тытăнчӗç. Писарь уçрӗ - ăна туртса антарчӗç. Эпӗ пӳрт тăррине хăпарса (улăхса) лартăм. Мана шырама тытăнчӗç. Эпӗ урамалла сикрӗм. Анчах хама шыракан халăх тӗлнех пултăм. Мана ярса илетчӗç. Эпӗ чӳречерен кантур çуртне вăр-вар каялла кӗрсе кайрăм та тепӗр еннелле тухса уялла (хирелле) чупрăм. Вӗсем мана курчӗç, хăвалама тытăнчӗç. Вунă çухрăм чукмарсемпе хăваларӗç, хуса çитеймерӗç: эпӗ хам салтак майӗпе тарса хăтăлтăм. «Çитнӗ пулсан вӗлереттӗмӗр», - тесе калаççӗ тет. Вӗсенчен çăлăнтăм. Халӗ чирпе аптратăп: чупни ахаль иртмерӗ, тухтăр калать, чӗре сарăлнă тет. Урана та амантрăм». Çапла каласа пачӗ вӗрентекен. «Мӗншӗн халăх çав таран хур турӗ сана?» - тесе ыйтрăм эпӗ. «Нимшӗн те мар, эпӗ вулăс земствине суйласси çинчен калама пуçларăм... Мана итлемеççӗ, тăна кӗресшӗн мар, пур ӗçе те тырă монополи ӗçӗпе хутăштараççӗ. Халăхшăн ӗçлеме пит йывăр. Маншăн хамăн пуç пахарах. Инструктортан тухатăп: управ хут çырса ятăм», - тет вӗрентекен.

Чăнах та, пит шеллемелле çакăн пек çынсене. Халӗ халăх хушшинче тумалли патшалăх ӗçӗсем пит нумай. Çӗнӗ саккунсем тухрӗç. Вӗсене халăх хушшинче сарас пулать, хамăр чăваш хушшинче йӗркене кӗртес пулать. Çав ӗçсене тума вӗреннӗрех çынсем кирлӗ. Пирӗн чăвашранах вӗреннӗ çынсем пур. Вӗсем пирӗншӗн ют çынсем мар, хамăр хресченех, хамăр чăвашшăн тăрăшакан çынсем. Ютран килнӗ вырăс е урăх кам та пулин çав ӗçсене тăвиччен хамăр патри вӗреннӗ çынсем, ӗçе чухлакан çынсем вăл ӗçсене туни пур енчен те лайăхрах. Пӗтӗм Раççей халăхӗсем килӗштернӗ законсем, вӗсене халăх суйласа янă çынсем килӗштерсен, çапах вырăна килеççӗ. Чăваш тӗттӗм тесе законсене пирӗншӗн вырăна кӗмесӗр хăварас çук, пирӗншӗн ăрасна йӗрке кăларас çук. Эпир хамăр çынсене йышăнмасан пире ют, хамăр чӗлхене пӗлмен çынсене парӗç, çар ярӗç, çапах çав тумалли ӗçе тăвӗç...

Утă уйăхӗн 25-мӗш кунӗнче Элӗк ятлă чиркӳллӗ чăваш ялӗнче виç уесри тури чăвашсен пуххи пулмаллаччӗ. Çак пухăва эпӗ те хамăр ялти тепӗр вӗреннӗ чăвашпа Ф. П. П-па хавасланса кайрăм. Çывхаратпăр çав ял патне 25-мӗш кунне ирпе. 9 сехет çитнӗ. Ав икӗ класлă шкулăн çурчӗсем курăна пуçларӗç. Шухăшсем пуçа хупласа илчӗç, ача чухнехи çулсем аса килсе кайрӗç: «Эх, мăнтарăн Элӗк шкулӗ! Пайтах чăваша вӗрентсе çутта кăларчӗ çав. Эпӗ те çак шкулта вӗренмен пулсан çакăн пек этем пулас çукчӗ. Телейлӗ çав Элӗк чăвашӗсем: вӗсен çакăн пек чаплă, киренлӗ шкул çурчӗсем пур...» Хам вӗреннӗ шкула пырса кӗрсессӗн унта хамăр таврари чăвашсене курса киленессине аса илтӗм те савăнтăм.

Пуçламăшӗ: http://suvargazeta.ru/ru/component/k2/item/15547-chăvash-pӗtessine-kătartakan-hărushă-pallăsem.html

(Малалли пулать)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев