Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

ЧĂВАШСЕН БРЕНЧӖ ПУР-И?

Шупашкарата «Манăн професси - этнограф» кӗнеке презентацийю иртрӗ. Унта çӗршыври паллă ученăй-этнологăн Владимир Пименовăн асаилӗвӗсене пичетеленӗ. 1980 çулсен пуçламăшӗнче вăл арăмӗпе Чăваш АССР-ӗнче этносоциологи тӗпчевӗсене ирттернӗ. Çавăнпа кӗнекене пухса хатӗрлекен Т.Гузенкова унăн презентацине пирӗн патра ирттерес тенӗ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗнче иртнӗ тӗлпулăвăн иккӗмӗш пайӗнче Т.Гузенкова «Глобализаци» темăпа лекци...

Шупашкарата «Манăн професси - этнограф» кӗнеке презентацийю иртрӗ. Унта çӗршыври паллă ученăй-этнологăн Владимир Пименовăн асаилӗвӗсене пичетеленӗ. 1980 çулсен пуçламăшӗнче вăл арăмӗпе Чăваш АССР-ӗнче этносоциологи тӗпчевӗсене ирттернӗ. Çавăнпа кӗнекене пухса хатӗрлекен Т.Гузенкова унăн презентацине пирӗн патра ирттерес тенӗ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗнче иртнӗ тӗлпулăвăн иккӗмӗш пайӗнче Т.Гузенкова «Глобализаци» темăпа лекци вуларӗ. Хăна ывйтусем çине те хуравларӗ.
- Хальхи Раççейре тӗче бренчӗсем вăйлă аталаннă. Тӗслӗхрен: «Макдональдс», кебаб, шаурма...
- Суши.
- Çапла, ку шута суши те кӗрет. Тата фирма тумтирӗн бренчӗсем, джинсы... Пирӗн Раççей мӗнле брендсемпе паллă? Пысăк театр, матрешка. Тата мӗн? Шаманизм?
- Футбол болельщикӗсем (Европа чемпионатӗнче «палăрчӗç»), «наташăсем» (кăнтăр çӗршывӗсенче), - хуравларӗç ученăйсем кулмасăр.
- Чăвашсен мӗн? Енчен те хăйсен çук-тăк, «Макдональдс» килет. Эпир паян лавкасем тăрăх çӳрерӗмӗр, эпӗ ӗçе тăхăнса кайма юрăхлă наци эрешӗллӗ тум шырарăм. Фольклор уявӗ валли мар. Мӗнле-тӗр кӗмӗлтен тунă (нержавейкăран мар) илемлӗ япала... Анчах та çук...
- Пирӗн çуллахи наци уявӗ «Акатуй» пур, вăл Чăваш республикин тулашӗнче те иртет. Унта тӗрлӗ наци çыннисем хутшăнаççӗ, - тесе хушрӗ паллă таврапӗлӳçӗ, ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Владимир Алмантай. - Наци ювелирӗсен йăлисене Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗ Владислав Николаев чӗртет.
- Пирӗн тăван чӗлхе пур, эрешсем, наци костюмӗ, апат-çимӗç, ӗненӳ, вăл шаманизм мар. Мӗнле пирӗн Раççейре хамăрлăха упраса хăвармалла? - тăсрӗ калаçăва малалла Чăваш шурсухалӗсен пуçлăхӗ, филолог-ăсчах Виталий Станьял.
- Енчен те мӗнле-тӗр пӗлтерӗшлӗ социаллă проект е программа пуçарсан чăвашсем хăйсен сассине çӗклееççӗ-и? Атăл мӗнле лару-тăрура?
- Начар.
- Ăна лайăхлатас тесе эсир мӗн сӗннӗ пулăттăр?
- Вăл пиртен килмест...

- Е экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци кăларма (сирӗн ял хуçалăхӗнче)?

- Пирӗн этнографи туризмӗ пулать часах. Тӗрӗссипе, йӗркеленет кăна-ха.

- Тӗрӗксен курултайӗсене чӗнни çине пирӗн мӗнле пăхмалла? - ыйтрӗ В.Станьял (Çак тӗлпулуччен пӗр кун малтан Чăваш шурсухалӗсен Тӗп хуралӗнче ют çӗршыври граждан активисчӗ янă программăллă çырăва вуласа тухнă. Унта çитес çулта черетлӗ курултай пухма сӗннӗ. - Авт.).

- Эсир кунпа асăрхануллăрах - наци чиккисем çийӗн тӗрӗк мăсăльман тӗнчипе...
Эпӗ чăвашсене «Крымра» палăрма сӗннӗ пулăттăм.

-Вырăсланассипе пирӗн мӗнле пулмалла? «Иккӗлле глобализмпа»? Çак термина усă курма юрать-и? - ыйтрӗ гуманитари институчӗн наука ӗçченӗ, паллă журналист тата публицист, нумай çул «Хыпар» хаçата ертсе пынă Алексей Леонтьев. - Хăш пӗр чăваш ялӗсенчи шкулсенче ашшӗ-амăшӗсем ачисене чăвашла вӗрентесшӗн мар! Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Николай Лукианов, эпӗ тата ытти активист-патриотсем 1992 çулта Чăваш наци конгрессне йӗркелерӗмӗр. Халӗ ăнкарулăх улшăнчӗ. Йăлтах кӗле çаврăнчӗ!

- Тӗрӗс мар! - хирӗçлерӗ В.Станьял. - Пирӗн халăхра вăйлă хăвыат пур! Çакна истори те кăтартрӗ!
- «Иккӗлле глобализм» терминпа эпӗ килӗшместӗп. Чăваш чӗлхи хальхи рынокра конкуренцие тӳсейми пулса тăнă. Иртнӗ ӗмӗрсенче вырăс аристократийӗ таранччен калаçнă француз чӗлхин те йывăрлăхсем пур...Мӗнле-тӗр мерăсем йышăнмалла.

 

- Ӗçлӗпӗр! - пӗтӗмлетрӗ паллă чăваш ученăйӗ Виталий Иванов.- Глобализмпа усă курăр, - вӗçлерӗ Т.Гузенкова. - Ăнăçу!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев