Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хăнара – Шупашкар çамрăкӗсем

ТР ЧНКА çумӗнчи «Аталан» пӗрлешӗвӗн тӗллевӗсенчен пӗри - ытти регионсенчи çамрăксен пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну йӗркелесси. Вӗсем ку ӗçе пуçăнчӗç те ӗнтӗ, декабрӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти «Хастар» пӗрлешӗвӗн çамрăкӗсем ятарласах Хусана аталансемпе паллашма килчӗç. Тӗлпулу ХусантиТуслăх çуртӗнче иртрӗ. Шупашкар çамрăкӗсене, тӗпрен илсен, «Аталан» пӗрлешӗвӗн опычӗ интереслентерчӗ. Мӗншӗн тесен «Хастар» пӗрлешӳ «Аталанран» каярах йӗркеленнӗ-ха....

ТР ЧНКА çумӗнчи «Аталан» пӗрлешӗвӗн тӗллевӗсенчен пӗри - ытти регионсенчи çамрăксен пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну йӗркелесси. Вӗсем ку ӗçе пуçăнчӗç те ӗнтӗ, декабрӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти «Хастар» пӗрлешӗвӗн çамрăкӗсем ятарласах Хусана аталансемпе паллашма килчӗç. Тӗлпулу ХусантиТуслăх çуртӗнче иртрӗ.

Шупашкар çамрăкӗсене, тӗпрен илсен, «Аталан» пӗрлешӗвӗн опычӗ интереслентерчӗ. Мӗншӗн тесен «Хастар» пӗрлешӳ «Аталанран» каярах йӗркеленнӗ-ха. Кӳршӗсен «Аталан» пӗрешӗве ăмсанмалăх та пур. Пӗрремӗшӗнчен, Хусан çамрăкӗсем хăйсем кăна мар, ТР ЧНКА, ТР Халăхсен çамрăкӗсен ассамблейин хӳттинче. ТР ЧНКА Канашӗн йышӗнче те тăраççӗ. Çавăнпа республикăра иртекен мӗнпур мероприятие хутшăнма, аталанма, тӗрлӗ грант-преми конкурсӗсене хутшăнма условийӗсем пур. Апла пулин те икӗ регион çамрăкӗсен пӗрле сӳтсе явмалли те пайтах. Çамрăксем хăйне евӗрлӗ халăх вӗт, вӗсемшӗн территори енчен чикӗ çук, çакă хутшăнура кăна мар, пӗрлехи ӗçре - чӗлхене тата культурăна сыхласа хăварасси çине мӗнле пăхнинче те курăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев