Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Конференци йышăннă резолюци

Тутарстан Республикин «Чӗлхесем çинчен», «Вӗрентӳ çинчен», Раççей Федерацийӗн «Наципе культура автономийӗсем çинчен» калакан законӗсемпе килӗшӳллӗн ӗçлесе ТР Чăваш наципе культура автономийӗ юлашки виçӗ çулта чăваш чӗлхине, культурине, историне, йăлисене упрассинче, вӗренессинче, аталантарассинче тӗллевлӗ ӗç туса ирттернӗ. Çак ӗçе нумай чухне ТР Вӗрентӳпе Культура министерствисем хутшăнса пулăшрӗç. Республикăра вӗрентӳри чă­ваш этнокультура...

Тутарстан Республикин «Чӗлхесем çинчен», «Вӗрентӳ çинчен», Раççей Федерацийӗн «Наципе культура автономийӗсем çинчен» калакан законӗсемпе килӗшӳллӗн ӗçлесе ТР Чăваш наципе культура автономийӗ юлашки виçӗ çулта чăваш чӗлхине, культурине, историне, йăлисене упрассинче, вӗренессинче, аталантарассинче тӗллевлӗ ӗç туса ирттернӗ. Çак ӗçе нумай чухне ТР Вӗрентӳпе Культура министерствисем хутшăнса пулăшрӗç. Республикăра вӗрентӳри чă­ваш этнокультура компоненчӗллӗ 98 шкул ӗçлет, çулсерен чăваш чӗлхипе литература олимпиади иртет. Анат Кама хулинче 34-мӗш номерлӗ чăваш гимназийӗ ӗçлет. Анчах ку ӗçре те йывăрлăхсем пур. Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентес сехетсем чакаççӗ, хăш-пӗр шкулсенче çак икӗ урока пӗрлештерсе вӗрентеççӗ. Çавăн пекех чăваш чӗлхине ача сачӗсенче ФГОС-па вӗрентес методика çукки ура хурать. Чăваш чӗлхипе литература учителӗсен квалификацине ӳстерессинче те йывăрлăхсем пур.
2014-2016 çулсенче ТР ЧНКА Тутарстан, Чăваш республикисен, Раççей Федерацийӗн общество пурнăçне активлăн хутшăнчӗ. «Уяв», «Учук», «Акатуй», «Чăваш пики» ирттернисӗр пуçне Тутарстан чăвашӗсен делегацийӗ Крым Республикинче пулнă «Акатуя», Чăваш Республикин халăхсен 1-мӗш съездне хутшăннă. Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче ТР чăваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисен III съездне ирттернӗ.
Конференци Канашăн 3 çул хушшинче туса ирттернӗ ӗçне юрăхлă тесе йышăнать. Автономи ӗçӗ малашне те ăнăçлă пулса пытăр тесе Конференцие хутшăнакансем çӗнӗ Канаша çак ӗçсене туса ирттерме сӗнеççӗ:
1) Районти ЧНКЦ-сен ӗçӗсене çак енсемпе вăйлатмалла:
а) Чăвашсем йышлă пурăнакан кашни ялта ЧНКЦ-н суйланнă представителӗ пулмалла;
ă) Чăваш ялӗсенче культурăпа вӗрентӳ учрежденисен ячӗсене çырнă чухне чăваш чӗлхипе çырни те пулмалла;
б) Районсенчи ЧНКЦ-сем çумӗнче ыркăмăллăх фончӗсем пулмалла;
в) Районсенче чăваш усламçисен пӗрлешӗвӗсене йӗркелемелле.
2) Шкулта вӗренекен ачасен чӗлхе пӗлӗвне ӳстерес, ăс-тăнпа кăмăл-сипет тытăмне халăх воспитанийӗн никӗсӗнче аталантарас тӗлӗшпе ялсен тата шкулсен библиотекисене чăвашла илем­­лӗ литература кӗнекисемпе тивӗçте­рес ӗçе йӗркелемелле;
3) Чăваш шкулӗсен материалпа-техника базисене лайăхлатма пулăшмалла, чăваш чӗлхипе литература кабинечӗсене тимлӗх уйăрмалла;
4) ТР ЧНКА Канашӗ çумӗнче Ваттисен канашне йӗркелемелле;
5) Автономи хыпарӗсене пӗлсе тăрас тесен республикăра тата районсенче чăвашла тухса тăракан хаçатсене çырăнтарас ӗçе вăйлатмалла.
6) Тутарстан Республикин тата Чăваш Республикин патшалăх влаç органӗсенчен çак ыйтусемпе пулăшма ыйтмалла:
а) Элмет хулинчи чăваш пӗрлешӗвне пухăнма тӳлевсӗр вырăн тупса парасси;
ă) Чăвашла радиопередачăна эфира çӗнӗрен кăларасси;
б) ТНВ каналӗнче «Ентешсем» телепередача тăвас ӗçе активизацилесси;
в) Чăваш чӗлхипе литературине вӗ­рентекенсен квалификацие ӳстерессипе курсӗсене Шупашкарта йӗркелесси.
ТР Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ отчетпа суйлав Конференцине 2019 çулта кӗркунне ирттермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев