Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пӗкӗлмере çарпа спорт вăййисем иртнӗ

Май уйăхӗн 19-мӗшӗнче Пӗкӗлмере «Энергетик» стадионӗнче «Зарница 2017» çарпа спорт вăййин 3-мӗш тапхăрӗ вӗçленнӗ. Хутшăннă ушкăнсен пурӗ 3 тапхăр иртмелле пулнă. Кашнинче вӗсене йывăр тӗрӗслев кӗтнӗ. Пурӗ ăмăртура ачасен çулӗ çинче тӗрлӗ спорт тӗсӗпе ăмăртасси тӗл пулнă: пневматика пăшалӗнчен пересси, Калашников автоматне сӳтсе пуçтарасси, 100 метрлă эстафета, противогаз тăхăнни, çар...

Май уйăхӗн 19-мӗшӗнче Пӗкӗлмере «Энергетик» стадионӗнче «Зарница 2017» çарпа спорт вăййин 3-мӗш тапхăрӗ вӗçленнӗ. Хутшăннă ушкăнсен пурӗ 3 тапхăр иртмелле пулнă. Кашнинче вӗсене йывăр тӗрӗслев кӗтнӗ. Пурӗ ăмăртура ачасен çулӗ çинче тӗрлӗ спорт тӗсӗпе ăмăртасси тӗл пулнă: пневматика пăшалӗнчен пересси, Калашников автоматне сӳтсе пуçтарасси, 100 метрлă эстафета, противогаз тăхăнни, çар званийӗсемпе орден тата медальсене палăртасси тата ыттисем те.

Тапхăрсенче ачасен физкультура енчен кăна пултаруллă пулмалла мар, хăйсен хушшинче те çыпăçуллă ӗçлемелле пулнă. Пурӗ ăмăртура 9 ушкăн хутшăннă. Артур Азизов, Андрей Григорьев, Дмитрий Егоров, Дмитрий Тарасов, Елена Степанова, Надежда Федорова, Яна Зарипова, Анастасия Ямасова, Анна Васильева ачасенчен тăракан команда иккӗмӗш çул 1-мӗш вырăн йышăннă. Маттурсем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев