Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Поликлиникăсем çӗнелӗç

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хуласемпе районсенчи поликлиникăсене модернизаци программипе юсама ирӗк панă тесе пӗлтерет Татар-информ информаци агентстви. Пурӗ икӗ çул хушшинче (2017 çултан тытăнса 2018 çулччен) çак программăпа республикăра 197 поликлиникăна юсӗç. 2017 çулта 43 учрежденийӗн 75 объектне юсама тивӗç. Вӗсен шутӗнче Хусанти 25, Çырчаллинчи 13, Анат Камари 2 ,...

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хуласемпе районсенчи поликлиникăсене модернизаци программипе юсама ирӗк панă тесе пӗлтерет Татар-информ информаци агентстви. Пурӗ икӗ çул хушшинче (2017 çултан тытăнса 2018 çулччен) çак программăпа республикăра 197 поликлиникăна юсӗç. 2017 çулта 43 учрежденийӗн 75 объектне юсама тивӗç. Вӗсен шутӗнче Хусанти 25, Çырчаллинчи 13, Анат Камари 2 , Элметри 3 учреждени кенӗ. 2018 çулта 73 сывлăх сыхлав учрежденине юсама палăртнă.
Çакна та палăртса хăвармалла, учрежденисене юсамаллине тӗрлӗ критери тăрăх суйлаççӗ. Чи малтан халăх шутне, унтан учрежденисен кивӗлӗхӗпе çынсенчен «Народный контроль» системи урлă çăхавсем янине пăхаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев