Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тăван чӗлхемӗр миçе уран уксахлать-ши?

Хальхи ял шкулӗнче вӗренекен нумай чăваш ачи хăй тăван чӗлхепе мӗн вуланине ăнланмасть. Пачах та пурте мар ӗнтӗ, анчах та вулав текстӗнче ăнланман сăмахсене 50 процент таранччен тӗлпулакансем сахалăн мар. Çакăн пек пӗтӗмлетӳ тума мана, шел пулин те, нумай пулмасть Хусанта иртнӗ наукăпа практика конференцийӗ хистерӗ. Унта вӗнерекенсем тăван чӗлхесемпе...

Хальхи ял шкулӗнче вӗренекен нумай чăваш ачи хăй тăван чӗлхепе мӗн вуланине ăнланмасть. Пачах та пурте мар ӗнтӗ, анчах та вулав текстӗнче ăнланман сăмахсене 50 процент таранччен тӗлпулакансем сахалăн мар. Çакăн пек пӗтӗмлетӳ тума мана, шел пулин те, нумай пулмасть Хусанта иртнӗ наукăпа практика конференцийӗ хистерӗ. Унта вӗнерекенсем тăван чӗлхесемпе вулав ирттерчӗç, çав шутра чăвашсем те.

Вӗренекенсен хăйсем çырнă тӗпчев ӗçӗсене тăван чӗлхепе вуламаллаччӗ. Шакăлтаттарса вулакансем савăнтарчӗç. Вӗсемпе пӗрлех çак ансат ӗçре такăнакансем пулкалани тӗлӗнтерчӗ. Тӗрӗс мар илтӗнекен тăван сăмахсем шăвăçа пăтапа чӗрнӗ евӗр хăлхана ыраттарчӗç. Ăçтан пӗлетпӗр-ха эпир ача сăмаха ăнланманнине? Чăваш сăмахӗсенче ударение тӗрӗс мар лартнинчен. Тата текстри пӗр-пӗр сăмахра «ӗ» тăрри сиксе юлнă пулсан, ача вăл сăмаха «е» сасаллипе çырнă пек вулать. Тӗслӗхрен «пӗлӗт» сăмаха «пелет» тесе вулать. Çав вăхăтра контекстра ун çумӗнче «шурă» сăмах пулсан та...


Çак çирӗплетӗве хирӗçлесе ачасем конкурс комиссийӗ тата педагогсем умӗнче вуланă вăхăтра питӗ хумханнă тесе калама пулать. Ударенине - вырăнти пуплев хăййевӗрлӗхӗпе. Анчах та доклад вӗçленнӗ хыççăн ыйтусем çине хуравланă чухне те вӗренекенсенчен хăшӗсем урăх чӗлхепе шухăшлани сисӗнчӗ. Вӗсем предложенисене чăвашла тӗрӗс йӗркелеймеççӗ. Хуравне ытларах чухне «Хăçан эпӗ пуçларăм...» сăмах майлашăвӗнчен пуçлаççӗ. Вырăсла вăл йӗркеллех: «Когда я начал... Анчах та чăвашла тӗрӗс мар пулса тухать вӗт. Апла-тăк, ача вырăсла шухăшласа хуравлать, чăвашла мар.

Хăш чухне комисси ыйтăвне ăналанманнипе, докладчиксем, каçарăр та, ступора кӗрсе ӳкеççӗ. Ыйту çине хуравлайманни вăл ача темăра нимӗн те ăнкарманнине, вулав текстне хăй хатӗрлеменнине çеç çирӗплетет. Намăссăр педагог вара хӗреле те пӗлмест. Тен вăл хăнăхнă-тăр ӗнтӗ класӗнчи ачасен пӗлӳ шайӗ çапларах пулнине.

Хуравне тӗрӗс палăртма йывăр. Сехет çитмест тесе калас пулсан, лайăх вулакан, хăйсен шухăшӗсене чăвашла тӗрӗс ăнлантаракан ачасене те куртăмăр. Вӗсем пачах та учитель ачисем марччӗ. Апла-тăк сехет шучӗ ыттисенни пекех, ӳсмен. Тен вӗсем килӗсенче вырăсла мар, хамăр чӗлхепе калаçаççӗ?..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев