Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Рустам Минниханов тутарстансене çывхарса килекен Çӗнтерӳ кунӗпе саламлать!

Хисеплӗ фронтовиксемпе тылра ӗçлекенсем! Хисеплӗ ентешсем! Пӗтӗм чун чӗререн сире Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлатăп! 1945 çулта май уйăхӗн 9-мӗшӗнче пирӗн тăван çӗршывăн тӗп хулинче пӗрремӗш хут тăнăçлăх салючӗ пулса иртни - пурнăçри чи хăрушă тапхăр вӗçленни пӗлтернӗ. Çав çӗнтерӳшӗн пирӗн халăх пысăк хак панине кашни çын пӗлет. Миллионĕ миллионӗпе пӗтнӗ...

Хисеплӗ фронтовиксемпе тылра ӗçлекенсем! Хисеплӗ ентешсем!

Пӗтӗм чун чӗререн сире Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлатăп! 1945 çулта май уйăхӗн 9-мӗшӗнче пирӗн тăван çӗршывăн тӗп хулинче пӗрремӗш хут тăнăçлăх салючӗ пулса иртни - пурнăçри чи хăрушă тапхăр вӗçленни пӗлтернӗ.
Çав çӗнтерӳшӗн пирӗн халăх пысăк хак панине кашни çын пӗлет. Миллионĕ миллионӗпе пӗтнӗ çынсене, çӗмӗрнӗ хуласемпе ялсене асра тытатпăр, чӗрене чикекен асаилÿсем вĕсем. Кашниех тепӗр хутчен çакăн пек хур курасси тӳр ан килтӗр тесе ӗмӗтлӗнет.
Тăшман мӗнле вăйлă та чее пулсан та пирӗн халăхăн ăс-хакăлне пӗтереймен. Мускав, Сталинград, Украина, Белорусси тăрăхӗсенчи çапăçусенче пирӗн ентешсем те пулнă. Унта кайнă 700 пине яхăн çынран тăван çӗршыва çурри каялла таврăнман. Эпир яланах Муса Джалилĕн, Петр Гавриловăн, Михаил Девятаевăн, Николай Столяровăн, Михаил Симоновăн ячӗсемпе мăнаçланăпăр. Вăрçăрипе тылри çынсен паттăрлăхне ĕмĕрех ăсра тытăпăр.
Пурне те ырлăх, тăнăçлăх, сывлăх сунатăп! Çӗнтерӳ кунӗпе саламлатăп!

Авторĕ
ТР Президенчĕ Р.Н.Минниханов

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев