Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Саламлатпăр, тав тăватпăр!

Чăваш халăхӗ мӗн авалтан хăйӗн паттăр ывăлӗсене Улăппа танлаштарнă. Çак сăнар халăхăмăрăн вăй-хал, ăс-тăн, тапса тăракан энерги символӗ пулса тăрать. Паттăр улăпсем пирӗн хушăра паян та сахал мар. Вӗсенчен пӗри - пирӗн ентешӗмӗр, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ (1952 ç.) Николай Федорович Угаслов. Ку эрнере февралӗн 8-мӗшӗнче Николай Федорович...

Чăваш халăхӗ мӗн авалтан хăйӗн паттăр ывăлӗсене Улăппа танлаштарнă. Çак сăнар халăхăмăрăн вăй-хал, ăс-тăн, тапса тăракан энерги символӗ пулса тăрать. Паттăр улăпсем пирӗн хушăра паян та сахал мар. Вӗсенчен пӗри - пирӗн ентешӗмӗр, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ (1952 ç.) Николай Федорович Угаслов. Ку эрнере февралӗн 8-мӗшӗнче Николай Федорович хăйӗн юбилейне паллă турӗ.

Ентешӗмӗрӗн пурнăçӗ кашни çыншăн ырă та паха тӗслӗх. Унăн биографине тӗпчес пулсан вăл лартнă тӗллев патне тӳрӗ кăмăлпа утнине, çитӗнӳсене пысăк ӗçченлӗхпе тунине, пӗчӗк тивӗçе те хисеплесе йышăннине куратăн. Унра ачаллах туптаннă çынлăх, ыркăмăллăх, çав вăхăтрах характерти çирӗплӗх ăна суйланă çулран пăрăнма паман. Ахаль рабочи те пулнă, салтак та, яваплă пуçлăх та. Паянхи кун та тивӗçӗсем нумай. 1992 çултанпа «Тус» ХАО генеральнăй директорӗ, 2013 çултанпа паян кунччен Чăваш наци конгресӗн президенчӗ пулса тăрăшать, унсăр пуçне Николай Федорович Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ (2011 çултанпа) тата «Единая Россия» партин пайташӗ те.
Тивӗçӗсем унăн чăнах та нумай, çапах халăх ăна чи малтан ыркăмăллăхçă пек пӗлет. Вăл тунă ӗçсене шутласа кăларма çук. Ун пирки калаçнă чух эпӗ нихăçан та Николай Федорович пулăшма килӗшменни пирки илтмен. Пӗрремӗш ыйтăвӗ те унăн çынна курсан: «Мӗнпе пулăшма пултаратăп?» - тени. Çӗпрел райо­нӗшӗн, уйрăмах тăван Хулаçыр­ми ялӗшӗн, мӗн кăна тумарӗ темелле. Вăл тăрăшнипе паян ял çыннисем чиркӳллӗ пулчӗç, тикӗс çулпа утса çӳреççӗ. Чи хакли вара - çынсене ырă тӗслӗх пани. Тутарстанри, Чăваш Енри нумай районта вăл историпе çыхăннă тата вăрçă ветеранӗсене халалланă палăксем, социаллă объектсем тума пулăшнă. Инкеке лекнӗ çынна та ăнланма тăрăшать. Çакăн пек ырă çын вăл. Чăваш халăхӗшӗн тунă ӗçӗсем те пӗлтерӗшлӗ. Николай Федорович тăрăшнипе регионсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсем активлăрах ӗçлеме, пӗрлехи мероприятисем час-час иртме пуçларӗç. Паллах, унăн ӗçӗсем палăрмасăр юлмаççӗ. Юбилей кунӗ умӗн, февралӗн 7-мӗшӗнче, Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев Николай Угаслова Чăваш Ен аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн тата общество пурнăçӗнчи хастарлăхшăн «Чăваш Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден парса хисеп тунă.
Эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, Николай Федоровича çак пысăк хисепе тивӗçнӗшӗн тата, паллах, юбилейпе чунтан саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, çемьере юратупа ăнлану, ӗçре çитӗнӳсемпе ăнăçу сунатпăр. Чăваш халăхӗшӗн ӗçлеме, лартнă тӗллевсене пурнăçлама Турă пулăшса пытăр сире.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев