Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тутарстанран Вера Кожеманова каять

Чăваш наци конгресӗ Раççей Президенчӗн «Халăхсен наци пуянлăхӗ - Раççей пуянлăхӗ» грант проекчӗпе кăçал Раççей шайӗнче темиçе чăваш мероприятийӗ ирттерме палăртать. Вӗсенчен пӗри январь уйăхӗн 27-28-мӗшӗсенче Петербург хулинче пулӗ. Чăваш наци конгресӗ Мускав, Самара, Тутарстан, Тюмень тата ытти регионсенчи, Эстони çӗршывӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗсен пайташӗсемпе (пурӗ 40 делегат) Петербургри...

Чăваш наци конгресӗ Раççей Президенчӗн «Халăхсен наци пуянлăхӗ - Раççей пуянлăхӗ» грант проекчӗпе кăçал Раççей шайӗнче темиçе чăваш мероприятийӗ ирттерме палăртать. Вӗсенчен пӗри январь уйăхӗн 27-28-мӗшӗсенче Петербург хулинче пулӗ. Чăваш наци конгресӗ Мускав, Самара, Тутарстан, Тюмень тата ытти регионсенчи, Эстони çӗршывӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗсен пайташӗсемпе (пурӗ 40 делегат) Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи чăвашсен пӗрлӗхӗсемпе унти Халăхсен Туслăх çуртӗнче тӗл пулӗç. «Çавра сӗтелсем», чăваш культурипе мастер-классемсӗр пуçне пысăк концерт та пулӗ.

Тутарстанран ку мероприятие пултаруллă çамрăк юрăç Вера Кожеманова хутшăнӗ. Хăй каланă тăрăх, çурçӗрти хуламăрти ентешсем патне пушă алăпа каймасть. Концерт программине хутшăнса «Савнă тусăм» тата «Пӗтӗмпех килет санран» çӗнӗ юррисене юрласа парӗ тата Тутарстан чăвашӗсен саламне çитерӗ. Çапла майпа Петербург чăвашӗсем, вӗсем кăна та мар, тутарстансен пултарулăхӗпе паллашӗç. Вера çурçӗрти хуламăра та хăйӗн сассипе тыткăнласса пӗрре те иккӗленместпӗр, çавăнпа ăна вăрăм çула кайса килме ăнăçу сунатпăр! (Сăнӳкерчӗк В.Кожеманова архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев